Вăл питĕ пултаруллă, ывăнма пĕлмен çынччĕ…

Вăл питĕ пултаруллă, ывăнма пĕлмен çынччĕ…

Ыр çын вилет — ят юлать, теççĕ халăхра. Тутарстан тата Чăваш Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чă-ваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономи- йĕн йĕркелÿçи тата пĕрремĕш ертÿçи пулнă Ферит Гибатдинов пурнăçран уйрăлнăранпа пилĕк уйăх çитрĕ пулсан та унăн ячĕ чĕлхе çинчех, вăл тунă ĕçсем пирĕн асрах.
Çак кунсенче Шупашкарти Халăхсен Туслăх çуртĕнче унăн ячĕпе пĕрремĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Тутарстан тата Чăваш Ен ăсчахĕсем, писателĕсем, поэчĕсем, Ф.Гибатдиновпа пĕрле ĕçленисем тата ыттисем те пуçтарăнчĕç. Вĕсем тутар халăхĕн культурăпа истори пуянлăхне упраса хăварасси, тĕрлĕ культурăсен хутшăнăвне аталантарасси çинчен калаçрĕç, Ферит Абдулловича, унăн ĕçсене аса илчĕç, вĕсене малалла та тăсассине сÿтсе яврĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче «Ферит Гибатдинов. Урмаевская модель сохранения культурно-исторического наследия татар-мишарей» кĕнекен презентацине йĕркелерĕç. Çавăн пекех пуçтарăннисене «Мишар» тата «Ялкын» халăх юрăпа ташă ансамблĕсем тутар юррин хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче кунта 1988 çултанпа вăй хунă Ферит Абдуллович ячĕпе Асăну хăми уçрĕç. Мероприятие Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн информаципе аналитика управленийĕн ертÿçи Гульназ Шайхи, ЧР тутарсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Хайдар Сафиуллин, Чĕмпĕр облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Рамис Сафин, район администрацийĕн культура секторĕн заведующийю Екатерина Конторская, ача-пăча искусство шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Михайлов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем Ферит Абдулловичпа ĕçленĕ чухнехи самантсене аса илсе талантлă ертÿçĕ çинчен чылай ăшă сăмах каларĕç.
Çак кунах Урмаелĕнчи культура çуртĕнче те çакнашкал Асăну хăми уçрĕç. Ферит Гибатдинов унта 1980 çулран пуçласа 1984 çулччен ĕçленĕ. «Ферит Абдуллович питĕ пуçаруллă, тапса тăракан вăй-халлă, ывăнма пĕлмен, ăслă, талантлă çынччĕ. Вăл пирĕнтен питĕ ир уйрăлса кайни районшăн, республикăшăн, тутар халăхĕшĕн пысăк çухату», —палăртрĕç мероприятие пуçтарăннисем. Чăнах та, пурăннă пулсан Ферит Гибатдинов тата нумай ырă ĕç тума ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ, район ятне тата та çÿле çĕклеме пултарĕччĕ. Йывăр тăпру çăмăл пултăр, пултаруллă ентеш…
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *