Понедельник, 29 апреля

Ферит Гибатдинов ячĕпе конференци иртет

Ферит Гибатдинов ячĕпе конференци иртет

Декабрĕн 15—16-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Халăхсен Туслăх çуртĕнче Тутарстан тата Чăваш Республикисен культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, «Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацин никĕслевçин тата пĕрремĕш ертÿçин Ферит Гибатдиновăн /1959—2020/ ячĕпе пĕрремĕш наукăпа практика конференцийĕ иртет.
Ăна Чăваш Республикин Культура министерстви, Тутарстан Культура министерстви тата Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕ пулăшнипе тутарсен наципе культура автономийĕ йĕркелет.
Конференцин тĕллевĕ — тутарсен культурăпа истори еткерлĕхне сыхласа хăварасси, культурăсем хушшинчи хутшăнăва аталантарасси.
Конференцин пĕрремĕш кунĕнче Халăхсен Туслăх çуртĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртĕ. Унта Тутартан тата Чăваш Ен ăсчахĕсем, писательсем, поэтсем хутшăнĕç. Мероприяти шайĕнче «Ферит Гибатдинов. Урмаевская модель сохранения культурно-исторического наследия татар-мишарей» кĕнекен презентацийĕ иртĕ, чăваш тата тутар поэчĕсен литература хайлавĕсем янăрĕç.
Ферит Абдулловича халалласа икĕ асăну хăми вырнаçтарĕç: вăл нумай çул ертсе пынă Комсомольскинчи ача-пăча искусствисен шкулĕнче тата Урмаелĕнчи культура çуртĕнче.
Коронавирус сарăлас хăрушлăха шута илсе наукăпа практика конференцийĕ профилактика мерисене тата дистанци йĕркине пăхăнса иртĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *