Тĕрĕ – манăн пурнăç

Тĕрĕ – манăн пурнăç

Чăваш хĕрĕ мĕн ĕлĕкрен тĕрлесе çитĕнсе ÿнер пуласлăхне аталантарнă. Амăшĕ хĕрне, асламăшĕ, кукамăшĕ мăнукне ăсталăха вĕрентсе ÿстернĕ. Хĕрсем алла йĕппе çип тытса тĕрлеме мĕн пĕчĕкрен вĕреннĕ.
Комсомольскинче пурăнакан Вера Николаевна Макарова та çак ăсталăха мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. Унтанпа вăл мĕн чухлĕ тĕрĕ тĕрленĕ-ши? 
— Питĕ нумай. Алшăллисем, сăмса тутрисем, минтер пичĕсем, алăк каррисем, Турăм каррисем, тутăрсем, саппунсем… Паянхи кун та йĕппе-çипе алăран ямастăп, — каларĕ Вера Николаевна.
Макаровсен кил-çуртне пырса кĕрсессĕн тĕлĕнмесĕр тухса каяймастăн. Чăн-чăн илемлĕх тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Пур çĕрте те тĕрĕ куçа илĕртет. Илемлĕ чечексем, кайăксем, йывăçсем — пĕтĕмпех килĕшÿллĕ. Тĕрлĕ çиппе тĕрленисем çеç мар, вĕтĕ шăрçапа ăсталанăскерсем те пур кунта. Тĕрĕ ăсти пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕрен те çĕнĕлле тĕрлес хавхалану яланах пысăк. Акă, халь вăл вĕтĕ шăрçасемпе те тĕрлеме тытăннă. Вăл çеç-и? Вера Николаевна тĕрлеме çеç мар, тухья, хушпу, масмак, тевет ăсталама та маçтăр. Чăваш кĕписемпе саппунне, тутрине илемлĕ тĕрĕсемпе капăрлатать, унтан вĕсене хăех çĕлет. Чăваш хĕрарăмĕн тумне мĕн чухлĕ çынна хатĕрлесе панă пулĕ тата.
Тĕлĕнмелле алă ăсти пурăнать Каçал тăрăхĕнче. Вера Николаевна хăйне чи малтан тĕрлеме хăнăхтарнă учительницăна Таисия Счетчиковăна ырăпа аса илет: «Шкулта пуçласа тĕрлеме хăнăхрăм. Кайран вара килĕшекен ĕçе алран ямарăм, анне — Зинаида Чернова куллен çĕнĕ эрешсем вĕрентрĕ, çĕлеме, çыхма та вăлах хăнăхтарчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах пусма татăкĕ тупса çĕлеме лараттăм. Ĕçе хăнăхса çитиччен мĕн чухлĕ пусма сая яман-ши? Апла пулин те çĕлеме хăнăхса çитрĕмĕх».
Аслисем валли те, пĕчĕкскерсем валли те кĕпе, саппун, тутăр тĕрлет, çĕлет алă ăсти. Çав вăхăтрах килти пуканесене те чăваш тумне тăхăнтартнă вăл.
— Вăй, сывлăх, вăхăт пур чухне тĕрлесчĕ, çĕлесчĕ, çĕнĕрен çĕнĕ эрешсене шур пусма çине куçарасчĕ. Илемлĕ ĕçсем пурăнма хавхалантараççĕ, — терĕ вăл тĕррисемпе паллаштарса.
А.ЕФРЕМОВА

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *