Понедельник, 29 апреля

Паттăр салтак ячĕпе – Асăну хăми

Паттăр салтак ячĕпе – Асăну хăми

Чечня… Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çак сăмах хăйсен ывăлĕсене салтака ăсатакан амăшĕсен чĕрисене питĕ пăлхантарнă, хурлантарнă. Ахальтен мар. Камăн-ха хăйĕн ачине вăрçă пыракан çĕршыва ярас, 18—19 çулти тин çеç анлă пурнăç çулĕ çине ура ярса пуснă çамрăка хăрушлăхпа куçа-куçăн тĕл пултарас килтĕр; Çак çулсенче пирĕн района та Чечняран цинк тупăксем пĕрре мар килсе çитнĕ…
Декабрĕн 12-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче çак шкулта вĕреннĕ, Чечняра пуçне хунă Герольд Николаев ячĕпе Асăну хăми уçрĕç. Мероприятие республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн представителĕсем, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Голыев, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ С.Данилов, Г.Николаевпа пĕрле Чечняра службăра тăнă юлташĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Герольд 1977 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă. 1992 çулта вăл Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче 8 класс вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн ачаран техникăпа интересленнĕскер, вăл пĕр ĕçрен те хăраса тăман. Шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра трактористра вăй хунă. 1995 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче Герольд Николаев салтак атти тăхăннă. 1996 çулхи август уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухалнă. Унăн ÿтне çулталăкран çеç Салтак амăшĕсен комитечĕ пулăшнипе тупнă, тăван ялне илсе килсе пытарнă. Герольд Геннадьевича вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.
«Гера шкулта ытти ачасем пекех вĕреннĕ, ăна вăрçнисем те, мухтанисем те пулнă ĕнтĕ. Амăшĕ ăна пĕччен çитĕнтернĕ май, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Шкулта субботниксем ирттернĕ, класа тирпейленĕ чухне Гера пĕрре те турткаланса тăнине ас тумастăп. Техникăна юратни унăн мĕн ачаранах палăрчĕ. Çавăнпах 8 класс пĕтернĕ хыççăн вăл права илсе тракториста ĕçлеме кайрĕ», — аса илчĕ унăн класс ертÿçи пулнă В.С.Ефимова.
Çарта пулнă чухне те Герольд Николаев тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Шел пулин те, ăна тăван яла чĕррĕн-сыввăн таврăнма Турри пÿрмен…
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *