Республикăра коронавируспа чирлекенсем йышлансах пыраççĕ. Чылайăшĕн чир паллисем те çук. Çавăнпа та вĕсем хăйсем чирленине пĕлмеççĕ те. Анализсем пани çеç çакна палăртма май парать. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру мĕнлерех-ха? Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕпе Оксана Такмаковăпа тĕл пултăмăр.
— Ырă кун! Паянхи кун тĕлне пирĕн районта коронавируспа чирлекенсем йышлă-и; Камсем ытларах чирлеççĕ-ха;
— Хальлĕхе районта коронавируспа чирленĕ 374 çынна тупса палăртнă. Çав шутра 154 çыннăн чире пула пневмони аталаннă. Ытларах 40-рен пуçласа 70 çула çитичченхисем чирлеççĕ. Вĕсем çине регистрациленĕ тĕслĕхсен 77 проценчĕ пырса тивет. 17 çула çитмен ачасенчен 17-ĕн коронавирус инфекцине çаклатнă. Çак усал чире ертнĕ тĕслĕхсем Комсомольски /153/, Урмаел /65/, Александровка /28/, Шурут /25/, Тукай /24/, Чĕчкен /16/ ял тăрăхĕсенче ытларах.
Районти шкулсенче, ача сачĕсенче гигиена правилисене çирĕп пăхăнаççĕ. Хамăр енчен ачасене автобуспа турттармалли, апатлантармалли, занятисене ирттермелли йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăма тăрăшатпăр.
Ашшĕ-амăшĕн те сыхă пулмалла. Ачасен чир палли палăрать пулсан шкула ямалла мар.
— Оксана Борисовна, кĕрлĕ-çурлă унччен те грипп, ытти ерекен вируслă чирсем /ОРВИ/ пулнах-ха ĕнтĕ.
— Тĕрĕс. Вĕсенчен асăрханса прививка тунă. Кăçал та районĕпе пурĕ 2530 ачана тата 8261 çитĕннĕ çынна грипран вакцинациленĕ. Пурĕ районта пурăнакансен 44 процентне прививка тунă. Декабрь пуçламăшĕнче района грипа хирĕç тата 100 вакцина килнĕ. Вĕсене пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене тата фельдшер пункчĕсене валеçсе панă.
Хăш-пĕр çынсем прививкăсене сивлесе калаçаççĕ. Вакцина яртарма хирĕçлемелле мар. Чир пĕр йĕрсĕр иртмессе пултарать. Тепĕр чухне грипп е вируслă инфекци чирĕсенчен сывалсан та вĕсем хыççăн неврологи, вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптăратни тĕл пулать.
— Хăйсем тĕллĕн сипленекенсене ырламалла е çук;
— Хирĕçлетĕп. Врач панă сиплеве мала хумалла. Коронавирусран сип- ленсе ĕçнĕ çуркуннехи препаратсем халĕ юрамаççĕ. Е пĕр тĕрлĕ эмелпе вăхăт иртмесĕр тепĕр хут усă курмалла мар. Тепĕр чухне сиплеве вăрах вăхăта тăсмалла тата ытти те.
— Чир ересрен асăрханмалла та асăрханмалла эппин…
— Çапла. Çын ытларах çÿрекен çĕрте маска тăхăнмалла. Лавккана е автотранспорта кĕнĕ чухне алăсенче перчетке пулмалла. Çак чирпе вилекенсене пытарнă чухне те сыхăлăх кирлĕ. Тупăка уçма сĕнмеççĕ пулсан мĕншĕн йĕркене пăсмалла? Тепĕр чухне пĕр-пĕр вилепе сывпуллашнă хыççăн темиçе кунран 10—15 çын коронавируспа чирлени палăрать. Çакнашкал тĕслĕх пулман пулсан палăртман та пулăттăм.
65 çултан аслăраххисен килтен тухмасан та вырăнлă. Апат-çимĕçе çемьере пĕрле пурăнакан, кÿршĕ-аршă е волонтерсем те илсе килсе пама пултараççĕ.
Йĕркене мĕнле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем кашни кунах тĕрĕслесе çÿреççĕ. Вĕсем эпидемиологи лару-тăрăвне пăснăшăн айăплавсем çырса штраф тÿлеттереççĕ. Ют çĕршывсенчен канса килекенсене те ятарлă анкетăсене хуравлаттараççĕ. Вĕсен анализсем парса çакна тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. Чирлĕ çыннăн ыттисенчен уйрăмрах тăмалли пирки те манмалла мар. Ку тĕлĕшпе те постановленисем кăларатпăр.
— Оксана Борисовна, хаçат вулакансене тата мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Куçсемпе сăмсана алăсемпе сахалрах тытмалла. Маскăна кашни 2—3 сехетре улăштармалла. Тепĕр чухне маскăна тĕрĕс мар тăхăнни те пулать. Пĕр хутчен усă курмаллискере чирлес мар тесен шурă енĕпе тул енне тумалла. Чирлекенсен сенкер тĕсе тула хăвармалла. Пусмаран çĕленĕ маска тата аванрах. Ăна каçсерен супăньпе çуса утюгпа якатма пулать. Чылайăшĕ хăй е çывăх çыннисем чирлемесĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма пуçăнасшăн мар.
Ларусене, конференцисене дистанци мелĕпе ирттермелле.
Илĕртмесĕрех иленекен чиртен асăрханмаллах. Хаçат вулаканĕсем сĕнÿсене ăша хывасса шанас килет.
— Çапла пултăрччĕ.
А. ЕФРЕМОВА.