Конституци – патшалăхăн тĕп саккунĕ

Конституци – патшалăхăн тĕп саккунĕ

Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă. Унăн тулли текстне çав çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче «Российская газета» пичетленĕ. Çĕршывăн тĕп докуменчĕпе çыхăннă Конституци кунĕ Раççей патшалăх уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать.
Конституци – Раççейĕн мĕн пур право тытăмĕн шăнăрĕ пулса тăрать, ытти саккунсен шухăшĕпе пĕлтерĕшне палăртать. Конституцие йышăннăранпа документа хăшпĕр тÿрлетÿсем кĕртнĕ. 1990 çулсенче Раççей Конституцийĕ политикăн икĕ кризисне чăтса ирттернĕ. Раççей историйĕнче пилĕк Конституци çирĕплетнĕ, вĕсене 1918, 1924, 1936, 1977 тата 1993 çулсенче йышăннă. Малтанхи тăватă Конституци совет тапхăрĕн тата социализм сĕмĕллĕ пулнă. Тепĕр майлă каласассăн вĕсенче палăртнă принципсем пурнăçланман. Çÿхе, хĕрлĕ хуплашкаллă, ун çине кĕмĕлпе Раççей гербĕ сăнланнă тата ылтăнпа «Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ» тесе çырнă. Унăн инаугураци изданийĕ Кремльте çĕршыв ертÿçин библиотекинче упранать. Чĕрĕк ĕмĕр каялла йышăннă пĕлтерĕшлĕ документа хатĕрлеме пине яхăн çын хутшăннă. Тавлашуллă самант чылай пулнипе виçĕ ытла çуллăха тăсăлнă çак ĕç. Çапах та Конституцие çĕнĕлĕхсем кĕртесси те пулать. Çакă, сăмахран, Раççей чикки улшăннипе тата ытти самантпа çыхăннă. Акă, 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Конституцие улшăнусем кĕртме Пĕтĕм халăх сасăлавĕ иртрĕ, граждансенчен нумайăшĕ сĕннĕ çирĕплетÿсене йышăнчĕ. Президент июлĕн 4-мĕшĕнче официаллă йĕркепе улшăнусене ĕçе кĕртесси çинчен калакан указа алă пусрĕ. Çак кун Раççей Федерацийĕн çĕнетнĕ тĕп саккунĕ вăй илчĕ. Унтанпа кĕçех çур çул хыçа юлĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *