Хĕллехи вăхăтра тимлĕ пулар

Хĕллехи вăхăтра тимлĕ пулар

Кашни кун пирĕн çĕршывра пурăнмалли секторсенче алхасакан пушарсенче вуншар çыннăн пурнăçĕ татăлать, тата нумай çын вĕсенче аманаççĕ. Чылай тĕс- лĕхре инкекĕн аталанăвĕ пĕр евĕрлĕ — вут-çулăм эрех-сăрапа айкашакансен, ÿсĕрле вырăн çинче пирус туртакансен тухать. Çавăн пекех юсавсăр кăмакасемпе, килте ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнă чухне е юсавсăр электропралуксене пула час-часах «хĕрлĕ автан» алхасать.
Чăваш Енре тухнă пушарсене тĕпчес пулсан, ытларах чухне вĕсем электротехника сăлтавĕсемпе çыхăнни паллă. Районта та кăçал электричество хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă 13 пушар тухнă. Çакăн пек тĕслĕхсенчен асăрхаттарас тĕллевпе районти надзор ĕçĕн уйрăмĕ электричество приборĕ- семпе килте усă курнă чухне тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерет. Çак йĕркесене яланах асра тытмалла:
1. Электричествăпа ăшăтакан хатĕрсем тата электропралуксем юсавлă пулмалла. Килте ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курмалла мар. Электросете пысăк хăватлă темиçе прибора харăс чикмелле мар. Ăшăтакан хатĕр туяннă чухне унăн авариллĕ лару-тăрура хăйне хăй чарăнмалли тытăм пулнине пăхмалла. Çакăн пек хатĕре çунман япаласем çине вырнаçтармалла. Унпа усă курнă чухне удлинительпе усă курмасан аванрах.
2. Электроприборсемпе усă курнă чухне штепсель çыхăнăвĕсем юсавлă пулмалли çине тимлĕх уйăрмалла. Килтен тухнă чухне пур электроприбора та, холодильниксĕр пуçне, чармалла.
3. Газ приборĕсемпе усă курнă чухне те йĕркене пăхăнмалла: çутнă газ приборне пăхсах тăмалла, газ плити тăррине япала типĕтме çакмалла мар, духовкăпа пÿлĕме ăшăтма усă курмалла мар, газ приборĕсем çĕмĕрĕлсен, газ шăрши тухсан, специалистсене чĕнмелле.
4. Юсавлă кăмакапа çеç усă курма юрать. Çавăн пекех кăмакана хутсан ăна пăхсах тăмалла, ытлашши хĕрсе каясран сыхланмалла, чĕртнĕ чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă курмалла мар. Тĕтĕм çулĕсенче ытлашши хăрăм пуçтарăнни те пушар кăларма пултарать. Çавăнпа та мăрьене вăхăтран вăхăт хăрăмран тасатмалла. Кăмака умне 50х70 сантиметртан пĕчĕк мар тимĕр листи вырнаçтармалла. Вăл çунакан кăмрăксем тухса ÿксе çулăм хыпса илессинчен сыхлать.
Хисеплĕ район çыннисем! Кăмакасене, каминсене, мунчасене тунă чухне строительство йĕркисене пăхăнăр, электричество хатĕрĕсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулăр, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем çинчен ан манăр. Вăрă вăрлать — çурчĕ юлать, вут-çулăм тухать — нимĕн те юлмасть, теççĕ халăхра. Çавăнпа та йĕркене пăхăнăр, асăрхануллă пулăр.

В.ДАВЫДОВ,
районти надзор ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *