Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Декабрĕн 2-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн велосипед спорчĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ Василий Павлов, велосипед спорчĕ енĕпе РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, пирĕн районта çуралса ÿснĕ Владимир Краснов хутшăнчĕç.
— Олимп резервĕн спорт шкулĕсем тĕрлĕ муниципалитетсенче спорта аталантарас, ертсе пырас, методика пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевлĕ. Комсомольски районĕн спортсменĕсен йышĕнчен çĕнĕ чемпионсем, Раççей чысне пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хÿтĕлекен олимп «çăлтăрĕсем» тухасса иккĕленместĕп, — терĕ министр пуçтарăннисене саламланă май.
Вăл шыв-çăлав спорчĕ енĕпе йĕркеленĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура мала тухнă маттур спортсменкăсене — Александра Мамуткинана тата Элина Тумалановăна — ЧР Спорт министерствин Тав хучĕпе чысларĕ.
— Паян манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ — манăн кĕçĕн Тăван çĕршывра велоспорт уйрăмĕ уçăлчĕ. Çакăншăн ЧР Физкультурăпа спорт министерствине тата В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулне питĕ пысăк тав, — терĕ сăмах илсе Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Владимир Краснов.
Палăртса хăвармалла: Владимир Николаевич велоспорт енĕпе чылай чемпиона хатĕрленĕ. Çав шутра: тĕнче чемпионки, 2008 çулта Пекинра иртнĕ Олимп вăййисен бронза призерĕ Ирина Калентьева, Олимп вăййисене хутшăннă Надежда Пашкова тата Вера Андреева, Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра çĕнтернĕ Ксения Кириллова. Владимир Краснов маунтинбайк теорийĕпе темиçе кĕнеке те çырнă. Вĕсенче вăл велосипедистсене хатĕрлемелли хăйĕн методикипе паллаштарать. Спортсменсене хатĕрлес ĕçре питĕ паха кĕнекесене вăл районти тĕп библиотекăна парнелерĕ.
Василий Петров министр та пирĕн района пушă алăпа килмен. Вăл çĕнĕ велоспорт уйрăмне маунтинбайк валли кирлĕ пысăк хăвăртлăхлă 15 велосипед, велосипед формисем, шлемсем тата велостаноксем парнелерĕ.
Юлашкинчен Владимир Краснов тренер патĕнче ăсталăхне туптакан спортсменсем велосипедсемпе тĕрлĕ хăнăхтарусем тата трюксем туса кăтартрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *