Воскресенье, 28 апреля

Çитсе курăр музея

Çитсе курăр музея

Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Чăваш наци музейĕн «Авалхи чăвашлăх» фотовыставки тата районти чăваш тĕррин ăстисен алă ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.
Людмила Шорникова /Анат Тимĕрчкасси/ ăстаçă чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухакансене вĕрентет. Кружокра ачасем тĕрĕ ăсталăхне туптаççĕ, халăх тĕррипе, унăн пуянлăхĕпе, илемлĕхĕпе паллашаççĕ, çиппе йĕп тытса тĕрлеме хăнăхаççĕ.
Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакан Мария Ильязова хатĕрленĕ алă ĕçĕсене те ăмсанмасăр пăхаймастăн. Тĕрĕ енĕпе пултаруллă ăстаçă кăна мар вăл, хастар та ырă кăмăллă хĕрарăм.
Чĕре хушнипе çиппе йĕп, пусма, канва алла илнĕ маçтăрсенчен пĕри — Ольга Алексеевна Алексеева /Кашкарова/. Вăл темĕн тĕрлĕ хитре япаласем эрешлет. Маттур хĕрарăм чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене нумай çынна вĕрентнĕ, вĕрентет те.
Тĕрĕ маçтăрĕсен куравĕпе, «Авалхи чăвашлăх» выставкăпа халăх музейĕнче декабрĕн 20-мĕшĕччен паллашма пулать.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *