Аннесем маттуртан та маттур

Аннесем маттуртан та маттур

Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче эпир çулсерен чи ăшă та ырă уява паллă тăватпăр — аннесене саламлатпăр. Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра çак уява халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта «Мама в моде Россия» марафона хутшăннă чи хастар аннесене саламларĕç.
Савăнăçлă лару-тăрура сăнÿкерчĕксен конкурсĕнче мала тухнă Ольга Силановăна, Екатерина Жуковăна, Татьяна Красновăна тата Татьяна Анисимовăна чысларĕç. Ÿкерчĕксен конкурсне хастар хутшăннăшăн Надежда Абдюшева, Ирина Копташкина, Софья Петрова, Эльвира Яковлева Тав хутне тивĕçрĕç. Çавăн пекех марафона хутшăнса Людмила Шорникова, Зинаида Киргизова, Луиза Носкова, Алина Афанасьева хăйсен аллисемпе чăваш тумĕллĕ пуканесем ăсталанă. «Чăваш Енри аннесем юратса пĕçереççĕ» акцие Светлана Петрова тата Екатерина Жукова хастаррăн хутшăннă. «Спорт ташши» номинацире Мария Долгова, «Чăваш Енри хĕрарăм сасси» номинацире Марина Волкова хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем те Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Сăмах май каласан, Хĕрарăмсен канашĕн пирĕн районти уйрăмĕ «Мама в моде Россия» марафонра республика ша- йĕнче 2-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Çакă районта пурăнакан аннесем питĕ пултаруллă та хастар, маттур та пуçаруллă пулнине çирĕплетет.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *