Понедельник, 13 мая

Коронавирус парăнмасть

Коронавируса пула чылай çын чирлет, вилекенсем те пур. Пациентсен сыв- лăхне упрас, вĕсен пурнăçне сыхласа хăварас тесе республикăра чылай больницăна ковид-госпитальсене çавăрчĕç. Чирлĕ çынсем чăннипех те нумай, килте сипленекенсем те пур. Вĕсене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерессине те йĕркеленĕ.
Апла пулин те чирлекенсен шучĕ çав-çавах ÿсет-ха? Хамăр асăрханусăр пулнипе чире сарăлма майсем туса паратпăр-ши? Паллах, пурте тимлĕ пулсассăн, профилактикăпа гигиена правилисене çирĕп пăхăнсассăн, вăхăтра сипленсессĕн чире çĕнтеретпĕрех. Районта паянхи куна лару-тăру аван теме çук. Чирлекенсен шучĕ ÿссех пырать: 17 çын чирлĕ, 29-шĕ чирлисемпе хутшăннă. Чир пуçланнăранпа вара коронавируспа районта пурăнакан 300 ытла çын чирленĕ. Вĕсен йышĕ пысăк пулни пире кăштах та пулин сисчĕвлентермелле те пек. Анчах та обществăлла вырăнсенче маска тăхăнман çынсем çÿренине курма пулать-ха. Хамăр сывлăхшăн — хамăр яваплă. Анчах та çакна кашни тĕпе хумасть. Асăрханманни, сипленменни — чире сарăлма май парать те. Çынсене асăрхаттарас, йĕркене пăсакансене акт тата протокол çырас тĕлĕшпе районта 12 мобильлĕ ушкăн ĕçлет. Вĕсем кашни кунах суту-илÿ точкисене, организацисемпе предприятисене çитеççĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *