Правительство ĕçченĕсем республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене тÿрремĕнех хуравласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ĕнер, ноябрĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш Енре, халăха йышăнмалли пĕрлĕхлĕ кун пулчĕ. 12 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен правительство ĕçченĕсем, вырăнти влаç органĕсем çынсен ыйтăвĕсене уçăмлатрĕç. Ăна республика Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ тĕле йĕркелерĕç. Регион пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлесе пыракан общество канашĕн çакăн пек ĕç-пуç ирттерессин сĕнĕвне республика ертÿçи Олег Николаев ырланă.
е пурнă