Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк

Ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк
Паянхи кун учительте тăрăшасси «модăра» мар тенине тăтăшах илтме пулать. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк педагогсенчен хăшĕ-пĕри çеç шкула ĕçлеме каять. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче акăлчан, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Екатерина Карпова çакăн пек çамрăксен йышĕнчен. Вăл алла диплом илнĕ хыççăн пĕр шутласа тăмасăрах шкула çул тытнă. Маттур хĕр хаçат вулаканĕсене кулленхи ĕçпе паллаштарма килĕшрĕ.
— Эпĕ кăçал Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ хыççăнах пĕр иккĕленсе тăмасăр тăван шкулта ĕçе пикентĕм. Виçĕ уйăх хыçала та юлчĕ. Шаннă ĕçе хăнăхса çитрĕм. Коллектив туслă та маттур. Кирек мĕнле ыйтупа та пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр эпир. Хам та çак шкултах пĕлÿ пухнăран маншăн кунта пурте çывăх.
— Екатерина, мĕншĕн эсĕ шăпах шкула кайма шутларăн? 
— Мана шкул партти хушшинче ларнă чухне вĕрентекенсем ачасемпе ăшшăн калаçни, тĕплĕн ăнлантарса пани кăмăла каятчĕ. Класс ертÿçи Елена Михайловна Акчурина — вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Вăл маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Эпĕ педагог профессине суйласа илнинче унăн тÿпи те пысăк. Çавăн пекех çакна та палăртмалла, акăлчан чĕлхипе мĕн ачаран туслă пулни çак профессие суйласа илме хавхалантарчĕ. Светлана Васильевна педагог та сахал мар сĕнÿ-канашпа пулăшрĕ. «Сан учитель пулмаллах», — тетчĕ вăл.
— Университетра вĕреннĕ вăхăтра ĕç практикинче те пулнах ĕнтĕ.
— Пĕрремĕш педагогика практикине эпĕ Шупашкар хулин шкулĕнче ирттертĕм. Иккĕмĕш ĕç практикинче тă-ван шкулта пултăм. Ĕçе хăнăхма, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма малтанах çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те кăштахран ĕç вăрттăнлăхне тупрăм, майĕпен хăнăхрăм.
— Эсир çамрăк педагог пулин те, сире класс ертсе пыма та шаннă…
— Пурнăçра пĕтĕмпех хăнăхмалла. Пирĕн кăмăл-туйăм йывăрлăхра, яваплăхра çи- рĕпленет, пиçĕхет. Çавăнпах пулĕ класс ертсе пыма сĕнсен тÿрех килĕшрĕм. Ачасемпе ĕçлеме, хутшăнма çав тери кăсăклă. Эпир яланах пĕр хум çинче.
— Учитель профессине мĕнле хаклатăн? 
— Тĕрĕссипе, учитель ĕçĕ сумлă та хисеплĕ тесе шутлатăп. Эсĕ яланах шыравра: çĕннине алла илетĕн, вĕренетĕн, аталанатăн, çĕнĕлле шухăшлатăн. Кунта пĕр вырăнта ларма май та, вăхăчĕ те çук. Ачасене предметпа кăсăклантармалла, унсăр пуçне обществăлла ĕçе те явăçтармала. Вĕрентекеншĕн чи хакли, паллах — ача-пăча вĕренÿре çитĕнÿ туни.
— Малашлăхра мĕн тума палăртатăн? 
— Паянхи кун çакна лайăх пĕлетĕп — ĕçлес хавхалану пысăк. Апла пулсассăн ачасене паха пĕлÿ парасси чи малта тăрать. Паллах, хама шанса панă класа аслă çул çине те кăларса ярас ĕмĕтпе куллен шкул çулне такăрлататăп. Пурнăçа кĕртмелли ĕç планĕ пысăк пулнăран çанă тавăрсах тăрăшăп.
В.ЕФИМОВА.

çланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *