Асамлă чăваш тĕрри

Асамлă чăваш тĕрри

Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш тĕрри…
/Чăваш халăх юрринчен/.
Тĕрĕ — чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ. Атăл хĕрринче пурăнакан халăхăн тĕрĕллĕ тумĕсемпе япалисем çинчен пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Поэтсемпе писательсем те чăваш тĕрри çинчен хăйсен сăввисенче мухтаса çырнă, унăн ытарми илемне палăртнă.
Чăваш тĕррин кунĕнче «Радуга» ача сачĕн «Цветик-семицветик» кĕçĕн ушкăнĕнче О.П.Григорьева тата Т.А.Саванина воспитательсем «Асамлă чăваш тĕрри» ятлă мероприяти ирттерчĕç. Вĕсем ачасене чăваш тĕррин историйĕпе, хăш-пĕр эрешсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Унсăр пуçне ача садĕнче тĕрленĕ япаласен куравне йĕркелерĕç. Шăпăрлансем чăваш тĕррине ÿкерсе те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Халăх тĕррин тĕсĕсем, символĕсем çинчен ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç. Юлашкинчен вĕсем чăваш вăййисене выляса савăнчĕç.
О.ГРИГОРЬЕВА,
Т.САВАНИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *