Суббота, 20 апреля

Хĕрарăмсем пур енĕпе те маттур

Хĕрарăмсем пур енĕпе те маттур

Аннесен кунĕ — çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Çак кун эпир пире пурнăç парнеленĕ, юрла-юрла утьăкка сиктернĕ, çунат парса ăшă йăваран вĕçтернĕ аннесене чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр. Кашни çыншăн анне вăл — чи çепĕççи, чи ачашши, чи ăшă кăмăлли, чи юратни. Уяв умĕн эпир ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕпе Инна Ядровăпа тĕл пултăмăр, вĕсем тăвакан ĕçсемпе интереслентĕмĕр.
— Ырă кун пултăр, Инна Петровна. Чи малтанах Сире çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Район çыннисене Канаш ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарăр-ха.
— Тавах. Районти канаш чи активлă обществăлла пĕрлешÿсенчен пĕри шутланать. Координаци канашĕ 17 çынран тăрать. Эпир район администрацийĕпе, районти ЗАГС уйрăмĕпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе, РФ Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссипе, районти культура тытăмĕн ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсемпе, «Каçал ен» хаçатпа, «Чувашия мед» страхлакан компанипе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев — хĕрарăмсен обществăри интере- сĕсене хÿтĕлесси, хĕрарăмсен ят-сумне ÿстересси.
Эпир ăнăçсăр тата сахал тупăшлă çемьесемпе ĕçлетпĕр, ачасемпе çамрăксене преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, ветерансене саламлама килĕрен çÿретпĕр, вĕсене пулăшу кÿретпĕр, тавралăха тирпей-илем кĕртме субботниксем йĕркелетпĕр, спорт тата культура мероприятийĕсене хастаррăн хутшăнатпăр, тĕрлĕ темăсемпе калаçусем ирттеретпĕр…
— Паянхи хĕрарăмсем вĕсем — аннесем тата кил вучахĕн управçисем çеç мар, вĕсем карьерăра ÿсĕмсем тума та вăй-хал çитереççĕ, спортра та çитĕнÿсем тăваççĕ, юрă-ташăра та, творчествăра та маттур. Район активлă, паянхи кун-çул уттипе тан ĕлкĕрсе пыракан хĕрарăмсемпе пуян.
— Чăнах та, паянхи кун хĕрарăмсем пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем кил-çурта тытса пырса ачисене çитĕнтернипе çеç мар, ĕçре те палăраççĕ, ĕç хыççăн чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупаççĕ. Библиотекăсем çумĕнче хĕрарăмсен 9 клубĕ ĕçлет. Вĕсенче хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса калаçаççĕ, ал ĕçĕ тăваççĕ, юрлаççĕ, паллă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, компьютерпа ĕçлеме вĕренеççĕ… Кашни çулах вĕсем районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хастаррăн хутшăнаççĕ. Аннесен кунне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне, Ваттисен кунне тата ытти паллă кунсене халалланă уявсенче хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхне кăтартса параççĕ. Кăçал, пандемие пула, чылай мероприятие онлайн-мелпе ирттерме тиврĕ. Апла пулин те, вĕсене хутшăнакансем йышлăн пулчĕç.
— Аннесен кунĕ умĕн районта пурăнакан хĕрарăмсене, аннесене мĕн суннă пулăттăр;
— Анне вăл — çĕр çинчи чи хаклă çын. Çак чаплă, ăшăлăхпа тата ырă кăмăлпа тулнă уяв ячĕпе районти кашни аннене ырлăх-сывлăх сунатăп. Ачăрсем сире яланах çепĕçлĕхпе, ăшăлăхпа, тимлĕхпе хупăрлаччăр, юратчăр, хисеплеччĕр. Кашни кун ырă самантсемпе çеç тултăр, сăн-питĕрте уявра çеç мар, кашни кунах йăл кулă çиçтĕр. Сире чĕререн саламлатăп.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *