Четверг, 25 апреля

Тĕррисенче – куç тулли илем

Тĕррисенче – куç тулли илем

Ал ĕç тума пĕлекенсем — хăйне евĕр талантлă, пултаруллă çынсем. Вĕсем хăйсен аллипе илемлĕ, капăр япаласем хатĕрлеççĕ, таврана тирпей-илем кÿреççĕ. Вăрманхĕрри Чурачăкра пурăнакан Маргарита Белкова тĕрлеме те, çыхма та ăста. Ÿркенмен чăваш хĕрарăмĕн ĕçĕсем пĕри тепринчен эрешлĕрех. Калама çук хитре, тирпейлĕ вĕсем.
Маргарита Белкова Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпара çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех вăл тĕрĕ тĕрлессипе интересленнĕ. «Пĕррехинче Юля аппа карас куç çине тĕрлесе ларатчĕ. Эпĕ ун чухне пуçламăш класра анчах вĕреннĕ пулнă. Юля аппа тĕрленине курса хамăн та питĕ тĕрлесе пăхас килсе кайрĕ. «Аппа, эпĕ те тĕрлесе пăхам-ха», — терĕм хăю çитерсе. Хам вара алла йĕп те тытса курман. «Йăмăкăм, эс тĕрлеме пĕлетĕн-и вара?» — терĕ вăл, çапах та карас куçне тыттарчĕ. «Эс пĕлместĕн те пуль», — терĕ унтан эпĕ ĕç майне чухламаннине кура. Киле çитсенех аннерен карас куç ыйтрăм, алла йĕппе çип тытрăм. Аппанни пек упапа мулкач тĕрлес- шĕнччĕ, анчах манăн упин те, мулкачĕн те мăйĕсем питĕ сарлака пулса тухрĕç…» — аса илет Маргарита Максимовна.
Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ ĕçне иленнĕскер, çамрăк чухне вăл хĕр тупри тăвас тесе нумай тĕрленĕ, çемьеленсен те чун киленĕçне пăрахман. Халĕ унăн тĕррисен шучĕ те çук. Хăшĕ-пĕрисем илемлĕ рамăсенче стена çинче çакăнса тăраççĕ, теприсене вăл типтерлĕн пуçтарса хунă. Тĕрленĕ виткĕçсемпе минтер пичĕсем те тирпейлĕн упранаççĕ.
«Елчĕкре пирĕн ĕлĕкех тĕрĕ тĕрлесси йăлара пулнă. Эпĕ çамрăк чухне те тĕрĕ ăстисем пирĕн питĕ нумайччĕ. Тĕрлĕ эрешсене пĕр-пĕринчен курса вĕреннĕ эпир, «Ах, ку тĕрре тĕрлесчĕ-ха» тесе ÿкерсе илнĕ. Манăн ачалăхра кашни çулах Питраври вăйăсем питĕ илемлĕ иртетчĕç. Тĕрĕллĕ кĕпесем тăхăннă хĕрсем вăйăра çепĕç юрăсем шăрантаратчĕç. Хам та мĕн пĕчĕкрен юрă-ташăпа туслашнăскер, вĕсене çăвар карса итлеттĕм», — сÿтет малалла аса илÿ çăмхине Рита аппа.
Пĕр хушă Маргарита Максимовна Вăрманхĕрри Чурачăкри культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Ун чухне вăл çак ялта та кашни çулах Питрав вăййисене йĕркеленĕ. «Кăçал коронавирус чирне пула уявсене ирттерме чарчĕç те вăййа та пиллĕкĕн çеç чăваш кĕписем тăхăнса тухрăмăр. Малашне самани йĕркене кĕрĕ-ха, вара уявсене унчченхи пек хаваслă ирттерме пулĕ», — уçать шухăшне пултаруллă хĕрарăм.
Вăл нумай çул ĕнтĕ Вăрманхĕрри Чурачăкри культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» фольклор ансамбльне çÿрет, ансамбль йышĕнче концертсемпе таçта та çитнĕ. Юрра-ташша чунтан кăмăллаканскер, пĕр кунне те юрламасăр ирттермест, юрă шăрантарни чунне уçса янине палăртать Маргарита Белкова.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *