Çĕр çинче манăн кил, манăн телей çĕр çинче

Паян пурнăç йĕрки, чылай чухне, еплерех йĕркеленсе пырать-ха? Ял ачи шкултан вĕренсе тухать те хулана професси илме тухса каять. Ытларахăшĕ, паллах, унтах тĕпленсе пурăнма тăрăшать. Çавăнпа та-и, аслăрах ÿсĕмрисем: «Паянхи çамрăксене ним те кирлĕ мар», — тесе ÿпкелешме пăхаççĕ. Çук, паянхи çамрăксене тем те кирлĕ, вĕсем паян хăюллă, вĕсен тавракурăмĕ анлă, тем те пĕлме, курма ăнтăлаççĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксен пысăк пайĕ аслă пĕлÿ илме тăрăшни те çакнах çирĕплетет. Харпăр ĕçне йĕркелеме те шикленсе тăмаççĕ. Апла пулсассăн вĕсем пурнăçра —пуçаруллă çынсем.
Çакăн пек маттур та ĕçчен хĕрарăмсенчен пĕри — Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă, çак ялтах ачалăхĕпе çамрăклăхне ирттернĕ, Комсомольскинче пурăнакан Ирина Орлова. Иринăна таврари ялсенче, кÿршĕ районсенче пурăнакан хĕрсемпе хĕрарăмсем визажист тата парикмахер профессийĕпе лайăх пĕлеççĕ. Ирина паянхи кунччен мĕн чухлĕ хĕре илемлĕ те капăр прическа туса, хитре, куçа илĕртмелле сăрламан-ши; «Вĕсем мĕн чухлĕн-ши?» тесе ыйтсассăн:
— Чăннипех калатăп, шутламан, нумай. Тепĕр чухне канмалли кунсемсĕр ĕçлетĕп, кунсерен 7—10 хĕре те йышăнма тивет. Уявсен вăхăтĕнче вара вĕсен шучĕ ытларах, — пĕлтерет Ирина.
Ирина мĕн пĕчĕкрен сăрăсемпе ÿкерме юратнă иккен. Çак ăсталăх вара кунран кун аталанса пынă, пурнăçра хăйĕн вырăнне шыранă. Паянхи кун Ирина илемлĕх профессийĕн паха маçтăрĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсене сăрласа илемлетесси, килĕшÿллĕ прическа тăвасси хăйне евĕр искусство-çке. Кунта кашни çыннăн кăмăлне шута илнипе пĕрлех, вĕсене ытларах мĕнле тĕс кайнине палăртмалла. Çакна тума вара пĕр кунпа çеç вĕренни çителĕксĕр.
— Тĕрĕссипе каласассăн, илем кĕртес енĕпе 3—4 çул ĕçлетĕп. Чи малтанах прическа тăваттăм, каярах хамра çынсене хитре макияж тăвас ăсталăх пуррине асăрхарăм. Шутланă — тунă тенĕ пек, республикăри маçтăрсем патĕнче вĕренме тытăнтăм. Çÿç тăвас, сăрлас енĕпе сахал мар ăсталăх класĕ витĕр тухрăм. Хамăн илем пÿлĕмне уçни икĕ çул çитрĕ пулин те, паянхи кун та вĕренме пăрахмастăп. Пĕлĕве кунран кун ÿстеретĕп: нумай вулатăп, Интернетра видеосем куратăп, модельсене çĕнĕрен те çĕнĕ йышши косметикăпа усă курса сăрлатăп. Чăннипе калас пулсассăн çак ĕçре кунĕпе те çĕрĕпе ĕçлеме хатĕр эпĕ, — тет ĕçпе хавхаланакан Ирина.
Тăрăшса ĕçленипе пĕрлех, маттур хĕр мăшăрĕпе, ачисемпе уçăлса çÿреме, вăхăта усăллă ирттерме май тупать. Орловсем икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕн куç тулли телейĕ —Лиза, Вика, Даниил.
— Эпĕ телейлĕ хĕрарăм, юратнă мăшăр çумра, кăмăла каякан ĕç пур, çывăх çыннăм — анне, тус-тăвансем юнашар. Тата мĕн кирлĕ савăнса пурăнма; — терĕ Ирина.
Хĕрарăмăн телейĕ çемьере, ачасенче. Ирина пурнăçĕнче те çаплах: вăл юратнă хĕр, анне, мăшăр, шанчăклă юлташ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *