Тĕрĕ ăстисем сурпана эрешлеççĕ

Тĕрĕ ăстисем сурпана эрешлеççĕ

Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк вырăн йышăннă. Çакна тĕпе хурса ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшÿллĕн ноябрĕн 26-мĕшĕнче республикăра Чăваш тĕррин кунне уявлама палăртнă. Çак уява халалласа кăçал тĕрлĕ мероприятисем, акцисем иртеççĕ.
Республикăра Чăваш тĕррин кунне халалласа «Сурпан Пĕрле» акци иртет. Ун вăхăтĕнче кашни районти тĕрĕ ăстисем сурпанăн икĕ вĕçне тĕрлесе илемлетеççĕ. Çав вăхăтрах «Паха тĕрĕ» фабрикăн ăстисем шурă пир çине «Пĕрле» логотипа вырнаçтараççĕ. Çакăн хыççăн вара кашни районăн тĕррисене сыпăнтарса пĕр пĕтĕмĕшле чăваш сурпанне туса хатĕрлеççĕ.
Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Е.Н. Сорокина тата Л.В.Филиппова тĕрĕçĕсем сурпан вĕçĕсене тĕрлесе илемлетес ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. «Сурпанăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук. Ахальтен мар пиллесе каланă чухне пурнăçăр сурпан пек вăрăм пултăр тенĕ. Çак сурпанăн тĕрринче эпир çĕре те, хĕвеле те, урăхла каласан, пуласлăха эрешлерĕмĕр», — пĕлтерет Л.В.Филиппова.
Хатĕр сурпана ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне халалланă уявра кăтартĕç.
Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне республика çыннисем ытти акцисене те хутшăнма пултараççĕ. Сăмахран, социаллă сетьсенче «Чăваш тумĕллĕ сăн ÿкерчĕк», «Чăваш эрешĕпе чÿрече илемлет» тата «Чăваш эрешĕллĕ маскăсем» темăсемлĕ сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарма пулать. Çавăн пекех «Чăваш тĕрри — юрăра тата сăвăра» челленджра пултарулăха кăтартма май пур.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *