Суббота, 27 апреля

Механизатор – ялта хисеплĕ çын

Механизатор профессийĕ ялта — хисеплисенчен тата мухтавлисенчен пĕри. Çуркуннерен пуçласа пĕрремĕш юр çăвичченех вĕсен ĕç вĕресе тăракан хĕрÿ вăхăт. Çĕр ĕçченĕн паянхи кун ĕçе юратнисĕр пуçне техникăна лайăх пĕлмелле.
«Слава картофелю» агрофирмăра тăрăшакан Анатолий Юлиевич Вершков — хăйĕн ĕçне юратакан, тивĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлакан специалист. Унăн професси стажĕ 38 çул. Канашри ял хуçалăх техника професси училищинчен 1982 çулта вĕренсе тухнă хыççăн вăл «Россия» колхозра 1995 çулччен, «Правда» колхозра /«Россия» пайланса кайсан/ 2004 çулччен трактористра тăрăшнă. Паянхи кун Анатолий Юлиевич «Слава картофелю» ООО-ра вăй хума пикенни 17 çул çине кайнă. Çак тапхăрта вăл пуян опытлă специалист пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ. Механизатор ял хуçалăх техникине, çаклатмалли оборудование, двигатель тытăмне, çунтармалли тата сĕрмелли япаласен маркисемпе нормине тата хăйне çирĕплетсе панă тĕрлĕ маркăллă техникăпа, тĕрлĕ оборудованипе ĕçлемелли правилăсене лайăх пĕлет. Хăть мĕнле ĕç пурнăçланă чухне те механизаторăн техника патне хăйне уйрăм туртăмĕ палăрать. Анатолий Юлиевич çĕнĕ агрегатсене çăмăллăн алла илнине те палăртса хăвармалла.
Механизатор çулсерен хăйне çирĕплетсе панă трактор çумне çаклатмалли ятарлă оборудованисемпе вăрлăх акать-и, çĕрулми лартать-и, нумай çул ÿсекен курăксене дисклать-и, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăларать-и — пур ĕçе те тĕплĕ те пахалăхлă пурнăçлать.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Хастар механизатора тăрăшуллă ĕçленĕшĕн 2006 çулта район шайĕнчи Хисеп грамотипе, 2008 çулта Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. 2008 çулта А.Ю.Вершков ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ.
— Çăкăра ĕçлесе çимелле, — тет ĕçпе пиçĕхнĕ ăста механизатор.
А.Ю.Вершков пек çĕр ĕçченĕсен аллисенче ял хуçалăхĕн малашлăхĕ.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *