Суббота, 27 апреля

Коронавирус хавшамасть

Коронавирус хавшамасть

Районта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕç малалла пурнăçланать. Район урамĕсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем, халăх йышлă пухăнакан вырăнсем тăрăх кашни кунах мобильлĕ ушкăнсем пăхса çÿреççĕ. Обществăлла транспортра та йĕркене пăхăннине тĕрĕслеççĕ.
Иртнĕ эрнере çеç район урамĕсене 14 ушкăн тĕрĕслевпе тухнă. Çак тапхăрта районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕсем административлă йĕркене пăсни пирки пĕлтерекен 4 протокол çырса хатĕрленĕ, район администрацийĕн ĕçченĕсем йĕркене пăснине çирĕплетекен 1 протокол çырнă.
Район администрацийĕн, «Каçал ен» хаçат социаллă сетьсенчи официаллă страницисем вара кунсерен çĕнĕ профилактика информацийĕпе тулса тăраççĕ, граждансене чиртен сыхланма вĕрентеççĕ.
Мобильлĕ ушкăнсем кашни кун суту-илÿ объекчĕсене, апатлану вырăнĕсене, обществăлла транспортсене, вĕренÿ учрежденийĕсене тĕрĕслеççĕ, тата никампа хутшăнмасăр пурăнмалли режима пăснă граждансем патне çитеççĕ.
Лару-тăру чăннипех те çивĕч пулни куç кĕретех. Раççейре талăкра 25173 çын чирленине регистрациленĕ. Республикăра та вĕсен шучĕ 100 çынран иртнĕ. Ноябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре коронавируспа 1073 çын чирли паллă. Шел пулин те çак амака пула республикăра 234 çын пурнăçран уйрăлнă. Республикăра чирлисем валли хушма койкăсем хатĕрленĕ: Патăрьелĕнче, Канашра, Шупашкарта.
Паянхи кун чи кирли — сывлăха упрани, обществăлла вырăнсене тухса çÿрессинчен тăхтасси, гигиена правилисене çирĕп пăхăнасси.
Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пĕлсе тăма республикăра Viber мессенджерта «COVID—19 Чăваш Ен» канал ĕçлеме пуçланă.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *