Асанне халалĕпе, атте-анне пехилĕпе

Ял хĕрарăмĕ. Кам вăл? Чи малтанах — хаклă анне, юратнă мăшăр. Вăл — кил ăшшин «вучахне» тытса пыраканĕ. Вун-вун «професси» пур унăн. Хăех апат-çимĕç пĕçерекен те, выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, пахчаçă та, ал ĕç тăвакан та, йăла-йĕркене тытса пыракан та… Ку списока нумай-нумай хут тăсма пулать. Ялта пурăнакан хĕрарăмсем хушшинче чи пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе кăçал Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри Хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Малтан вăл районсенче иртнĕ. Унта мала тухнисен пултарулăхне республика шайĕнче пăхса тухса хакланă. Кăнтăр енчи районсем хушшинче пирĕн районти Аслă Чурачăк ялĕнчи Татьяна Васильевна Макарова чи лайăххи пулнăччĕ. Ахальтен мар Татьяна «Чăваш ялĕн илемĕ — 2020» ята тивĕçрĕ. Çак кунсенче маттур та пултаруллă хĕрарăмпа тĕл пултăмăр.
— Татьяна Васильевна, çак фестиваль-конкурса хатĕрленме йывăр пулчĕ-и? 
— Хатĕрленмесĕрех пулмасть, паллах. Кирек мĕнле тупăшура та хăвна лайăх енчен кăтартма тăрăшмалла. Ку конкурс хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Юрра-ташша ăста пулни çеç çителĕксĕр. Чăн-чăн кил хуçи хĕрарăмĕ пулнине çирĕплетсе памалла. Апат пĕçересси, ал ĕçĕ тăвасси — кашни кун тăвакан ĕç. Эпир, ялта пурăнакан чылай çемье пекех, ĕне тытатпăр. Юр-вартан вара тем тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пулать. Эпĕ конкурса валли уйран уçларăм, сар çу ÿкертĕм, чăкăт пĕçерсе хатĕрлерĕм. Сăра вĕретесси те маншăн халиччен туман ĕç мар. Кил хуçи хĕрарăмĕн тутлă апат-çимĕç хатĕрлемесĕр мĕнле-ха? 
Ал ĕç тума та мĕн пĕчĕкренех юрататăп. Чăлха-нуски çыхма, тĕрлеме ачаранах вĕреннĕ. Çемьеллĕ пулсан мăшăр, ачасем валли чылай япала çыхнă, тĕрлесе илемлетнĕ. Бисертан çыхма хăнăхнăччĕ. Жюри умне унран çыхнă масмакпа тухрăм.
— Хăвăрăн çемйĕрпе кĕскен паллаштарăр-ха? 
— Фестиваль-конкурсăн тепĕр условийĕ шăпах çемьепе çыхăннăччĕ. Эпир Валерий Николаевичпа 20 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Хамăр вăйпах çурт турăмăр, хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Турă пире 3 ача парнелерĕ. Асли, Инесса, хăй те çемьеллĕ. Вăл ача садĕнче вăй хурать. Паянхи кун хăйĕн пепкине утьăкка сиктерет. Вăтам хĕрĕм, Ирина, И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче ÿнерпе музыка факультетĕнче пĕлÿ илет. Кĕçĕнни, Настя, хамăн чун уççи, юнашар, 4-мĕш класа çÿрет. Ачасем пурте «Тевет» фольклор ушкăнĕпе çыхăннă. Эпĕ юратнă мăшăр, анне, кукамай пулнăшăн савăнатăп.
— Сирĕн ĕçĕр йăлтах чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрас, ăна малалла аталантарас енĕпе çыхăннă…
— Чăнах та, мĕн пĕчĕкренех эпĕ чăваш юрри-кĕввипе хăпартланнă. Ку енĕпе эпĕ асаннене тав сăмахĕ калатăп. Вăл ĕлĕкхи юрăсене тăсса яратчĕ те, эпĕ çăвар карсах итлеттĕм. Ман телее, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра унта пуçласа фольклор уйрăмне уçрĕç. Эпир 18-ăн ăна пĕрремĕш пĕтерекенĕсем пултăмăр. Халĕ вĕсем пурте чăваш йăли-йĕркине упрас тĕлĕшпе тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Эпĕ хам ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, кил-тĕрĕшре усă куракан япаласене курсан айккинелле пăрăнаймастăп. Пĕррехинче кивĕ çурт пăснă вăхăтра пир тĕртмелли станока картишне кăларса хунине асăрхарăм. Ун çинчен çĕрĕпе шутласа выртрăм. Кил хуçипе калаçса вутта татасран сыхласа хăварма май килчĕ. Ватăсемпе пĕрле ăна пуçтарса ĕçлекен турăмăр. Аваллăх управçисем — ватăсем. Вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетĕп. Хамăр тăрăхри юрăсене çырса илсе «Тевет» ушкăнпа халăх патне çитеретпĕр. Ялти М.Н.Лукиянова, К.В.Варламова, Л.А.Лукиянова ватăсем пире яланах пулăшма хатĕр. Ку фестиваль-конкурсра эпир «Тевет» фольклор ушкăнĕпе Сĕрен уявĕн йăли-йĕркине кăтартрăмăр.
— Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Фестиваль-конкурсра та çав паллă пулăмсемпе çыхăннă ĕçсем пулчĕç пулĕ? 
— Эпĕ Аслă Çĕнтерĕве халалласа «Мĕншĕн вăрçă тухрĕ» юрăпа сцена çинче пултăм. Çапăçу хирĕнче пуçне хунă ывăлĕшĕн хурланакан амăшĕн сăнарне интерпретаци урлă уçса кăтартма тăрăшрăм. Ăнланмалларах каласан йывăр хуйха тĕрлĕ хусканусемпе, интонацисемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе усă курса куракансем умне илсе çитертĕм.
— Татьяна Васильевна, эсир тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе вылятăр. Çакă сирĕн ĕçре пулăшса пырать-и?
— Хамăн пурнăçа музыкăпа çыхăнтарни ахальтен мар пулĕ. Шуряшкинсен йăхĕ мĕн авалтанах юрă-кĕвĕпе çывăх пулнă.Çав туртăм ламран-лама куçса пынă. Хальхи ăрурисем те юрă-ташăран айккинче тăмаççĕ. 2002 çулта Шуряшкинсен çемье ансамблĕ Раççей шайĕнчи конкурсра та палăрнăччĕ. Вĕсене Мускав телевиденийĕ те кăтартнăччĕ. Асанне халалĕпе, атте-анне пехилĕпе эпĕ те чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене упрас тесе çине тăрса ĕçлетĕп. Музыка инструменчĕсем тенĕрен, 6 çултах хут купăс калама вĕрентĕм. Тете вылятчĕ те, кĕвĕсене астуса юлма тăрăшаттăм, килте хут купăс пулнă май ун çинче выляма тăрăшаттăм. Фортепианăпа, баянпа калама музыка училищинче хăнăхрăм. Гитарăпа выляс килетчĕ те, ăна та алла илтĕм. Кăçал искусство шкулĕн ялти филиалĕнче хут купăспа выляма вĕренес текен ачасемпе хăнăхусем ирттерме пуçларăм. Халăхшăн уйрăмах çывăх çак музыка инструменчĕ манăçа ан тухтăр тесе тăрăшасси хамăн тивĕç тесе шутлатăп. Кирек мĕнле ĕçе тытсан та çыннăн хавхалану, кăсăклану, ăнтăлу кирлĕ.
— Сире пысăк çĕнтерÿ тунăшăн саламлатпăр. Калаçушăн тавтапуç.
КĔСКЕН
Татьяна Макарова 1974 çулта Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă.
* 1989—1993 çулсенче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин пуçласа уçăлнă фольклор уйрăмĕнче «Халăх хорĕн артисчĕ тата пултарулăх коллективĕн ертÿçи» специальноçне илнĕ.
* Училищĕре вĕреннĕ вăхăтрах «Уяв» халăх фольклор ансамбльне çÿренĕ, концертсемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитнĕ.
* 1993 çулта Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри филиалĕнче фольклор уйрăмне ертсе пыма пуçланă. Çав çулах кунта ачасен «Тевет» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Ансамбль 27 çул хушшинче Раççей, республика, район шайĕнчи вуншар конкурссене, фестивальсене хутшăннă. Лауреат, дипломант ятсене нумай хутчен çĕнсе илнĕ.
* 2007—2011 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Шупашкарти патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ. «Музыка вĕрентĕвĕ» специальноçпе «Музыка учителĕ» квалификаци илнĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче те ачасене музыка пĕлĕвĕ парать.
* 2016 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *