Четверг, 25 апреля

Кредит илнĕ тесе улталаççĕ

Кредит илнĕ тесе улталаççĕ

Юлашки вăхăтра телефонпа шăнкăравласа улталанă тĕслĕхсен шучĕ ÿсет. Çынсене темĕн тĕрлĕ те суяççĕ. Ултавçăсен аллине лексе шар куракансем чылайăн. Ватă çынсем мар, çамрăксемех çак серепене лекеççĕ. Юлашки вăхăтра чи анлă сарăлнă тĕслĕхсенчен пĕри — «банк ĕçченĕ» ячĕпе кредит илнине пĕлтереççĕ. Канмалли кунсенче çакăн пек тĕслĕхсенче çынсен банк карттисем çинчен 500 пин тенкĕ йăкăртнă. Ултав серепине Етĕрне хулинче пурăнакан 27 çулхи хĕрарăм лекнĕ, вăл 195 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă, Шупашкарта пурăнакан 30 çулхи хĕрарăм 264 пин тенкине ултавçăсене куçарса панă. Икĕ тĕслĕхĕнче те «банк ĕçченĕ» хĕрарăмсен ячĕпе ют çынсем кредит илесшĕн пулнине пĕлтернĕ. Çавна май укçа-тенкĕне сыхласа хăварас тĕлĕшпе «банк ĕçченĕ» каланине пĕтĕмпех пурнăçлама ыйтнă. Хĕрарăмсем харпăр хăй онлайн пÿлĕмĕсенче кредит илнĕ, ун хыççăн укçа-тенкĕне ултавçăсен счечĕсем çине куçарнă. Тĕлĕнмелле те пек! Анчах та мĕн чухлĕ асăрхаттарсан та ултав серепине лекеççĕ çынсем. Банк ĕçченĕ тесе шăнкăравлакансене ан ĕненĕр! Укçа-тенкĕне ниçта та ан куçарăр! Тимлĕ пулăр!
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *