Четверг, 18 апреля

Çĕнĕ çул уявĕсене ирттермĕç

Çĕнĕ çул уявĕсене ирттермĕç

Юлашки вăхăтра республикăра коронавирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ самай ÿснĕ. Лару-тăру çивĕчленсе пырать.
Çавна май коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарнă.
— Больницăсенче койка шутне ÿстермелле, аптекăсемпе сиплев учрежденийĕсене эмелсемпе тивĕçтермелле, предприятисемпе организацисене тĕрĕслесех тăмалла, йĕркене пăсакансене явап тыттармалла, — тенĕ вăл.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕ 7 процент ÿснĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче чир сарăлма пуçланă, çавна май республикăра 37 класа дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн общество апатланăвĕн объекчĕсен каçхи 23 сехет хыççăн ĕçлеме юрамасть. Çавăн пекех Олег Николаев кафе-столовăйра Çĕнĕ çул корпоративĕсене, ытти учрежденисенче уяв мероприятийĕсене ирттерме чарнине пĕлтернĕ.
Йышăннă мерăсем — пĕтĕмпех чире сарăлма чарас тĕллевлисем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *