Çĕнĕ фермăн усси куçкĕрет

Çĕнĕ фермăн усси куçкĕрет

Уй-хирсем пушанчĕç, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн хĕрÿ тапхăр вĕçленчĕ. Туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. «Рассвет» ЯХПК ертÿçи М.Р.Афанасьев кăçалхи ĕçсемпе, пÿлмесене пухса кĕртнĕ тухăçпа кăмăллă. Паян вăл _ пирĕн хаçатăн хăни.
— Халĕ уй-хирте тракторсен шавĕ илтĕнмест ĕнтĕ. Тырă-пулă пÿлмере, çĕрулмине тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тирпейлесе пухса кĕртнĕ. Михаил Романович, кăçалхи кĕр пуян, тулăх пулчĕ тесе калама пулать-и? 
— Паллах, кăçалхи тухăç пире питĕ савăнтарчĕ. «Рассвет» ЯХПКн пурĕ 818 гектар усă куракан çĕр. Çав шутра кăçал эпир 470 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтертĕмĕр. Тухăç ампар виçипе кашни гектартан вăтамран 39,55 центнерпа танлашрĕ. Пĕлтĕр эпир кашни гектартан 39,95 центнер тыр-пул пуçтарса кĕртнĕччĕ. Унчченрех вара çакăн пек пысăк тухăç илсе курман. Юлашки çулсенче çанталăкĕ те пирĕн майлă пулчĕ пулĕ, хамăр та питĕ тăрăшрăмăр. Уйрăмах кĕрхи тулă ăнса пулчĕ, кашни гектартан 42 центнер тухăç илтĕмĕр. Ку кăтарту пире, паллах, савăнтарать.
— Эсир хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлетпĕр. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех-ши? 
— Паянхи кун тĕлне пирĕн пурĕ 453 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 170 пуç ĕне. Вĕсене хĕл каçарма выльăх апачĕ нумай кирлĕ. Çавна май эпир выльăх апачлĕх культурăсене пысăк лаптăксенче çитĕнтертĕмĕр, çуллахи ăшă кунсенче пикенсех утă ха- тĕрлерĕмĕр, сенаж, силос янтăларăмăр.
2019 çул пуçламăшĕнче пирĕн çĕнĕ ферма уçăлчĕ. Унтанпа эпир мăйракаллă шултра выльăх шутне 143 пуç ÿстертĕмĕр, çав шутра сăвакан ĕнесен йышне те 70 пуç нумайлатрăмăр. Çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлекен витен усси куçкĕрет. Ăна хута яриччен 2018 çулта çулталăкне эпир 700 тонна сĕт сунă, кăçал вара 10 уйăхрах 955 тонна суса илтĕмĕр. Маларах çулталăкне 105 пăру илнĕ пулсан, кăçал 10 уйăхра — 160. Выльăх вăтамран кашни талăкра 908 грамм ÿт хушса пырать. Ку та питĕ лайăх кăтарту. Çĕнĕ витене кредитпа усă курса хута янă пулсан та, вăл паракан тупăш кредитшăн тÿлеме çеç каймасть, ытти тĕллевсем валли те юлать. Ĕçе çĕнĕлле йĕркеленине кура пирĕн икĕ доярка çеç ĕçлет, вĕсем иккĕшех 170 ĕнене сăваççĕ.
— Дояркăсем çинчен аса илнĕ май, хуçалăхри чи тăрăшуллă ĕçченсене те палăртса хăварар-ха. Шăпах вĕсем кунсерен хăйсен ĕçне чунне парса пурнăçланине кура хуçалăхри ĕçсем кал-кал пыраççĕ-çке.
— Дояркăсем, каларăм ĕнтĕ, пирĕн иккĕн: Ирина Краснова тата Татьяна Прокопьева. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе, çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ, яланах ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çавăн пекех Ольга Кузьмина пăру пăхакана, Алина Андреева выльăх пăхакана та асăнса хăварас килет. Вĕсен кăтартăвĕсем район шайĕнче те чи лайăххисен йышĕнче. Унсăр пуçне Сергей Пыркин тата Денис Киселев механизаторсем, Владимир Моторин тата Анатолий Викторов водительсем хастар та тăрăшуллă. Çакăн пек тÿрĕ кăмăллă, яваплăха туйса вăй хуракан ĕçченсем пур чухне малалла аталанма пулать.
Хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕсемпе ветеранĕсем! Йывăрлăхсене парăнмасăр çитĕнÿсем патне ăнтăлса малашне те ăнăçлăн ĕçлеме çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатăп.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *