Пятница, 26 апреля

50 çула яхăн- тăван колхозра

50 çула яхăн- тăван колхозра

Хуçалăхăн ăнăçулăхĕ, куллен çитĕнÿсем тăвасси, лайăх кăтартусемпе палăрасси унăн ертÿçин пултарулăхĕнчен, хуçалăх тилхепине çирĕп тытма пĕлнинчен çеç мар, кунта вăй хуракан ĕç аллисенчен те чылай килет. Тăрăшуллă, хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлакан ĕçченсем хуçалăха малалла туртаççĕ. «Искра» колхозра вăй хуракан кашни çын хăйне шанса панă ĕçе чунтан пурнăçланипе, колхозăн пуласлăхĕшĕн хăй те яваплине туйса тăнипе ĕнтĕ кăçалхи ĕç çулталăкĕ вĕсемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Колхоз ĕçне чун-чĕрипе парăннă, мĕн ачаран пуçласа паянхи кунчченех хуçалăхра тăрăшакан чи маттур ĕçченсенчен пĕри — Федор Мартынов. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çулалла çывхарать.
Федор Михайлович Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, вăл та мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă, колхозăн вĕçсĕр-хĕрсĕр хирĕсен илемĕ, аякка сарăлса выртакан сап-сарă тырă пуссин мăнаçлăхĕ, тăван çĕрĕн пуянлăхĕ ĕмĕрлĕхех унăн чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Федор пĕрре те иккĕленсе тăман, пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă.
— Эпир çамрăк пулнă чухне самани урăхларахчĕ. Халăх ял хуçалăхне çĕклеме тăрăшнă, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. Арçын ачасем ун чухне тракторист пулма ĕмĕтленетчĕç. Тракторист ялти сумлă çын шутланнă. Атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, тăван колхозшăн, Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ, — пĕлтерет Ф.Мартынов.
1972 çулта 17 çулти каччă трактор рулĕ умне ларнă, 25 çул вăл çак ĕçре ырми-канми тăрăшнă, ял çинче хисепе тивĕçнĕ. Техникăна юратнипех хăйне шанса панă «тимĕр ута» яланах тирпейлĕ тытнă вăл, вăхăтра юсаса тăнă, пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман.
1997 çултанпа Федор Михайлович механик-заправщикре тăрăшать. Кашни кун вăл çула тухакансем валли путевкăсем çырать, трактор-машинăсене тĕрĕслесе, çунтармалли-сĕр- мелли материалсемпе тивĕçтерсе çула кăларать. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче Ф.Мартынов кашни çулах трактор рулĕ умне те ларать, уншăн «тимĕр утпа» хире тухасси савăнăç анчах.
Çак кунсенче Федор Михайлович юбилейне уявларĕ, 65 çул тултарнине паллă турĕ. Апла пулин те, алă усса ларма хăнăхманскер, малашне те ĕçлесшĕн-ха, тăван хуçалăха усă кÿресшĕн.
Упăшкине кура арăмĕ, теççĕ халăхра. Федор Михайловичăн мăшăрĕ, Вера Ивановна, та питĕ ĕçчен, вăр-вар та хастар. Вăл нумай çул «Дубовка» ОООра тĕп зоотехникре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мартыновсем икĕ ывăла кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли Иван ашшĕ пекех техникăпа пурнăçне çыхăнтарнă, Шупашкарта автомеханикре ĕçлет. Кĕçĕнни Владислав медицинăна суйласа илнĕ.
Кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман мăшăр пĕрре те пушă лармасть, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усрать. «Ĕç çынна илем кÿрет», тесе шăпах Мартыновсем çинчен каланăн туйăнать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *