Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Петрович Голыев тата РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, шалти служба подполковникĕ Игорь Вениаминович Козлов районти вăтам шкулĕсенчи вĕренекенсемпе «Асăрханăр, мошенниксем!» оперативлă профилактика мероприяти шайĕнче видеоконференци формачĕпе тĕл пулу ирттерчĕç.
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Игорь Вениаминович çулсерен миллионшар çын аферистсенчен шар курни çинчен каласа пачĕ. Мошенниксем çынсен даннăйĕсене телефон, электрон почта тата интернет урлă шыраса тупма пултараççĕ. Хăть мĕнле пулсан та, харпăр хăй тата банк карттисен даннăйĕсене никама та пĕлтерме юрамасть.
Игорь Вениаминович мошенниксен ултавĕнчен хÿтĕленмелли правилăсемпе паллаштарчĕ.
Пĕр-пĕр тăван е паллакан нушана лекнине пĕлтерсен тăхтаса тăмасăр шăнкăравласа тĕрĕслемелле. Укçана пĕлмен банк счечĕсем çине тата палламан телефон номерĕсем çине куçармалла мар. Ют çынсене банк карттин кодне пĕлтерме юрамасть. Палламан çынсем пысăк приз илме валли кирлĕ «ятарлă кодсене» пĕлтерсен хуравламалла мар. Кĕске номерсем çине шăнкăравламалла мар. Хăвăра мошенниксем улталама тăрăшнине сиссен тÿрех полицине пĕлтермелле.
В.П.Голыев вĕренекенсемпе педагогсене COVID сарăлнине пула йышăннă мерăсене, гигиена йĕркине пăхăнмалли тата харпăр хăй сывлăхне тĕрĕслесе тăмалли çинчен те аса илтерчĕ.
«Хăвăра килте япăх туйсан тÿрех аçăр-аннĕрсене каламалла е шкулта пулсан вĕрентекене пĕлтермелле», — асăрхаттарчĕ Валерий Петрович.
С.ЛАСТОЧКИНА.