Суббота, 20 апреля

Пултаруллă хĕр ача

Пултаруллă хĕр ача

«Вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер, яланах малтисен йышĕнче вăл». Час-часах илтме пулать мухтаса калаçнине шкулта та, ял çинче те. Сăмах 7-мĕш класра вĕренекен Снежана Ильина пирки пырать.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулне ачасем пилĕк ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăтлă кунта, икĕ хутлă, классем çутă та таса. Коридорта илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕренекен сахалли çеç пăшăрхантарать. Снежана ăс пухакан 7-мĕш класра сакăр ача вĕренет. Хĕр ача Аслă Çĕрпÿелĕнче пурăнать. Шкула ытти вĕренекенсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Çемьере 3 ача çитĕнет. Çавна май Снежана вăр-вар пулма хăнăхнă. Ирсерен пĕр вăхăтра вăранса пуçтарăнать. Тетĕшĕ Максим та çак шкулах 8-мĕш класа çÿрет.
Снежана — тăрăшуллă, сăпайлă. Тин кăна парта хушшине ларнă пулин те, лайăх паллăсем çеç унăн днев-никĕнче. Кашни вĕренÿ çулнех вăл отличник пулса пĕтерет.
Снежана уйрăмах Валентина Сергеевна вĕрентекен чăваш чĕлхипе литература предметне кăмăллать. Çак предмета юратнин сăлтавне пытармасть хĕр ача. Учителĕ илемлĕ интонаципе вулани тыткăнлать ăна. Тен, çавăнпах пуль район шайĕнче иртекен илемлĕ вулакансен конкурсĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ те Снежанăшăн ăнăçлă пуçланчĕ. Пултаруллă хĕр ачана малашне те хастар та маттур пулма сунатпăр.
В.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *