Раççей шайĕнче – призер

Ноябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Мускаври «Динамо» спорт керменĕнче фитнес-аэробикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Мускавран, Тольяттинчен, Нефтекамскран, Челябинскран, Анапăран, Рязаньтен, Егорьевскран тата ытти хуласенчен чи пултаруллă спортсменсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне çак ăмăртура 100 ытла спортсмен хÿтĕленĕ. Чемпионата районти фитнес-аэробика федерацийĕн Президенчĕ Мария Долгова ертсе пыракан «Свит Бейби» команди те хутшăннă, хĕрачасем хăйсен ÿсĕмĕнчи командăсем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

«Свит Бейби» команда йышĕнче Виктория Степанова, Виктория Федорова, Александра Лазарева, Екатерина Жукова, Ульяна Воробьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
— Ку пирĕншĕн — Раççей шайĕнчи пĕрремĕш чемпионат. Пур команда та питĕ вăйлă, пултаруллă. Çавăнпа та эпир те питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр, хамăрăн пултарулăха çÿллĕ шайра кăтартса пама тăрăшрăмăр. Виççĕмĕш вырăна тухма пултарни — пирĕншĕн питĕ пысăк çитĕнÿ! — пĕлтерет Мария Долгова тренер.
Раççей шайĕнчи чемпионатра пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнине кура пирĕн командăна Раççейĕн пĕрлештернĕ фитнес-аэробика командин йышне кĕртнĕ. Çакă пирĕн спортсменсемшĕн пысăк чыс, вĕсене тата та ытларах тăрăшма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхалантарать. Маттур хĕр- ачасене тата вĕсен тренерне чĕререн саламлатпăр, тата та çÿллĕрех шайри ăмăртусенче мала тухма сунатпăр!
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *