Чăваш митрополичĕ районта пулнă

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий района килчĕ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храма сăвапланăранпа 20 çул çитнине асăнса уяв литургийĕ ирттерчĕ. Унта Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан тата чиркÿ настоятелĕсем хутшăнчĕç.
Храма сăвапланăранпа 20 çул çитни районта пурăнакансемшĕн те пысăк уяв. Çавна май чылайăшĕ çак кун чиркĕве килме кăмăл тунă. Уяв литургине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александо Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова хутшăнчĕç. Александр Николаевич Савватий владыкăна уяв литургине ирттернĕшĕн районта пурăнакансен ячĕпе чĕререн тав турĕ, ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Савватий владыка пурне те пиллерĕ, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.
— Пĕр-пĕрне юратăр, хисеплĕр, килĕштерсе пурăнăр. Ырă ĕç тума тăрăшăр, каçарма пĕлĕр, — тесе пиллерĕ вăл.
Канаш епархийĕнче нумай çул тăрăшнăшăн Николай Спиридонов протоиерея Чăваш митрополийĕн Çветтуй Авраамий Болгарскин II степеньлĕ медальне парса чысларĕç. Чылай çул чиркÿре тăрăшса ĕçленĕшĕн Зинаида Венедиктова Чăваш митрополийĕн Çветтуй Авраамий Болгарскин III степеньлĕ медальне тивĕçрĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *