Пятница, 19 апреля

Конкурсра – виççĕмĕш

Конкурсра – виççĕмĕш

Нумаях пулмасть хут çĕленсен куçăмсăр майпа иртнĕ республика шайĕнчи конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăнакансем виçĕ номинацире — лаптак хут çĕленсем, калăпăшлă хут çĕленсем тата эксперименталлă модельсем — хăйсен ĕçĕсене хатĕрлесе тупăшнă.
Пурĕ республикăри 11 районпа хуларан 46 ача конкурса хутшăннă. Пирĕн район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче ăс пухакан Артем Маштанов, Александр Демьянов, Яким Филиппов, Егор Козлов, Виталий Чернов, Антон Степанов, Владимир Фадеев тата Даниил Маргиданов хÿтĕленĕ. Вĕсем хут çĕленсем ăсталаса тĕрлĕ номинацисенче хăйсен ĕçĕсене кăтартса панă.
«Эксперименталлă модельсем» номинацире Даниил Маргиданов виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ăна эпир чĕререн саламлатпăр.
В.САЛАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *