Понедельник, 6 мая

Вирус никама та шеллемест

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн пухусем ирттермелли залĕнче коронавируса хирĕçле кĕрешекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Чăваш Республикин Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова, районти тĕп больница терапевчĕ Лариса Галкина хутшăнчĕç. Вĕсем районти лару-тăрупа паллаштарчĕç.
Коронавирус чирĕ пире паянхи кун çеç сисчĕвлентермест, вăл пире март уйăхĕнченех канăçсăрлантарать. Паянхи кун вара çак ыйту пачах çивĕччисен йышĕнче иккен. Районта чирлекенсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, цифрăсем кунсерен «çÿлелле» хăпараççĕ, çак амака пула пурнăçран уйрăлнисем те пур. Апла пулсассăн тепĕр хутчен асăрхаттарма вăхăт. Паянхи кун чи кирли — пурте пĕрле чиртен асăрханни тата профилактика мероприятийĕсем ирттерни.
«Гигиена çине çав тери пысăк тимлĕх уйăрмалла. Маска тăхăнмалла, алăсене çумалла, предприятисемпе организацисенче дезинфекци ĕçĕсене тăтăшах ирттермелле. Пĕр сăмахпа каласассăн, асăрхануллă пулмалла. Йĕркене пăхăнса пурăнсассăн çеç эпир чире çĕнтерме пултаратпăр», — пĕлтерчĕ Оксана Борисовна.
Районта мобильлĕ ушкăнсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кунсерен рейда тухаççĕ, магазинсене, обществăлла вырăнсене тĕрĕслеççĕ, акт çыраççĕ. Апла пулсассăн йĕркене пăхăнманнисене явап тыттараççĕ. Тимлĕ пуласчĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *