Финанс пĕлĕвне тарăнлатнă

Финанс пĕлĕвне тарăнлатнă

Пĕтĕм Раççейри финанс пĕлÿлĕхĕн эрнинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8 «б» класĕнче вĕренекенсем «Финанс пĕлÿлĕхĕн марафонĕ» интеллектуаллă ăмăртăва хутшăннă.
Марафонра ачасем хăйсен финанс пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, тупăшсемпе тăкаксене мĕнле тĕрĕс шутламаллипе, бюджета мĕнле планламаллипе, укçа-тенке мĕнле перекетлемеллипе тата ытти экономика ыйтăвĕсемпе паллашнă. Вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравланă, тĕрлĕ задачăсем шутланă, çивĕч финанс ыйтăвĕсене пăхса тухнă.
Мероприятие пĕтĕмлетсе ачасене сертификатсем, грамотăсем тата Тав çырăвĕсем панă.
П.РОДИОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *