Октябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти «Арена» Пăр керменте Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн 2020 çулхи тăхăр уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад тунă. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем 960 пин тонна /бункер виçипе/ тырă пухса кĕртнине, вăл кашни гектартан вăтамран 33 центнер тухнине, выльăхран продукци пĕлтĕрхи çав хушăринчен нумайрах туса илнине, патшалăх пирĕн аграрисене пулăшса субсиди уйăрнине пĕлтернĕ.
Районсенчен пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв ячĕпе саламланă. Ял ĕçченĕсен кăçалхи ĕçне лайăх хак панă, вĕсем аталану çулĕпе çирĕп утăмсемпе малаллах каясса шанса тăнине систернĕ. Кăçал ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йышши организацисене, кил хуçалăхĕсене кÿнĕ пулăшăва тĕпе хурса килес çул та субсидилессине вăйлатма шантарнă, аграрисен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем панă.
Ял ĕçченĕсене РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов саламланă. Пухăннисене республикăн юрă-ташă ăстисем хаваслă концертпа савăнтарнă. Çĕр ĕçченĕсен уявне район делегацийĕ те хутшăннă.