Суббота, 20 апреля

Урама чул сарнă

Урама чул сарнă

Ялсен аталанăвне кăтартакан тĕп енсенчен пĕри — вĕсенчи çулсем. Пĕр вунă çул каялла çеç-ха районти чылай ялта тĕп урамсем анчах асфальтлăччĕ, чул сарнă кассем те çукпа пĕрехчĕ. Ытти урамсене кĕрхи йĕпе-сапара е çурхи шыв-шур вăхăтĕнче кĕрсе тухма та чăрмавлăччĕ. Халĕ вара çулсем лайăх енне улшăннине чылай ялта асăрхама пулать.
Акă, нумаях пулмасть Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи Турикасри çула юсама та чул сарнă. Çĕнĕ Мăратсем яланах туслă пулнипе палăрса тăнă, çавăнпа та ку ĕçе тума та вĕсем кар тăрса пуçтарăнса тухнă. Сергей Павлов, Максим Павлов, Александр Евдокимов, Анатолий Наумов, Дмитрий Иванов, Александр Шельтямов, Валерий Иванов çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ, кĕске хушăра палăртнă ĕçе пурнăçлама вăй çитернĕ.
«Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?» — теççĕ халăхра. Яланах пĕрле килĕштерсе пурăнсан, кашни ĕçе туслăн, пĕрле канашласа пурнăçласан, паллах, яла аталантарма пулатех.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *