Пятница, 19 апреля

Çыру сăлтавсăр çуралмасть

Çыру сăлтавсăр çуралмасть

Россельхознадзорăн республикăри управленине килекен çĕрпе усă курнипе çыхăннă çырусен шучĕ чакма мар, ÿссе пырать тесен те юрать. Пĕлтĕр 9 уйăхра 69 çыру пулнă пулсан, кăçал — 77. Федерацин çак службине ял-хула çыннисем кăна мар, патшалăх влаçĕн ытти органĕсем, уйрăм тата юридици вăйĕллĕ çынсем çыраççĕ.
Ахальтен ыйту çуралмасть. Ытларах чухне çынсем çывăхра вырнаçнă лаптăксенче çум курăк ешерни пирки пĕлтереççĕ. Вăрăран ытти пахчана та куçать-ха та кирлĕ мар ÿсен-тăран. «Кирлĕ мар» тенĕрен, республика территорийĕнче борщевик алхасса кайни пăшăрхантарни сисĕнет çырусенчен.
Паха тăпраллă лаптăксем çине çÿп-çап пăрахни çинчен те пĕлтереççĕ. Çу  кунĕсенче  вара — кайăк-кĕшĕк  каяшĕ  тата  тислĕк  тăкни  пирки.  Çĕрĕн  çиелти  сийне  вырăнтан  тапратни /хырса илни/ те çынсене хумхантармасăр пултараймасть.
Акă нумаях пулмасть çыру тăрăх Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче рейд ирттерчĕç. Патшалăх инспекторĕ Геннадий Румянцев каланă тăрăх, чăн та çыру ахальтен çуралман. Пĕтĕмпе 41 лаптăкпа усă курмаççĕ. 361 гектара юлашки хутчен хăçан сухаланă-ши? Çакăншăн тĕрлĕ çум курăк /вĕлкĕш ути, тĕрлĕ пиçен тата ыт./ савăнать кăна.
Кăçал та Вăрнар тăрăхĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче хăйăр кăларни пирки систерчĕç. Ку районтанах çĕре çÿп-çаппа варалани çинчен çырчĕç.
Улатăр район çынни пĕвене саккуна пăхăнсах тăваççĕ-ши тесе кăсăкланать. Шупашкар районĕнче вара çак категорие кĕртнĕ çĕр çинче стройка пынине асăрханă.
Чăннипе, тĕслĕх тем чухлех. Çырусем пур районтан та тенĕ пекех килеççĕ. Кăçал Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсенчен ытларах пулчĕç вĕсем. Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен те сахал мар. Пĕр çырăва та тимлĕхсĕр хăварман.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *