Пятница, 26 апреля

Тĕп тĕллев — районти йĕркене тытса пырасси

Тĕп тĕллев — районти йĕркене тытса пырасси

Çак кунсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ кăçалхи 9 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çапла январь — сентябрь уйăхĕсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пурĕ 146 преступление регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,2 процент сахалрах. Преступленисем хушшинче йывăр маррисем 69,1 процент е 101 тĕслĕх. Уйрăмах йывăр преступлени тунă тĕслĕхсене палăртнă тапхăрта регистрацилемен.
Пурĕ 133 уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, çав шутра 10-шĕ — йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем. Преступленисене уçса парассин эффективлăхĕ 88,7 процентпа танлашнă. Республикипе ку кăтарту — 61,2 процент. Пурĕ 17 преступление хальлĕхе уçса пама май килмен. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту 9 тĕслĕхпе танлашнă. Уçса пама май килмен преступленисем шутĕнче ытларахăшĕ /64,7 процент/ çын пурлăхне вăрланипе çыхăннă. Çав шутра 8 тĕслĕхре интернетпа усă курса ют пурлăха йăкăртнă.
Палăртнă тапхăрта çын вĕлернĕ, мăшкăлланă, транспорт  хатĕрне  вăрланă,  хурахла  çаратнă,  вут  тĕртнĕ   тĕслĕхсем  пулман.  Мошенничество  тĕслĕхĕсем  45,5  процент  нумайланнă /пĕлтĕр 11 пулнă, кăçал — 16/. Вĕсене уçса парасси 55,6 процентпа танлашнă.
Право сыхлавĕн органĕсем 9 уйăхра экономика тытăмĕнче тунă 5 преступление тупса палăртнă /пĕлтĕр — 9/. Вĕсенчен 3 тĕслĕхĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шутне кĕреççĕ. Çавăн пекех коррупци сĕмĕллĕ 4 преступление тупса палăртнă.
Таврари йĕркене сыхлас, хăрушсăрлăха тивĕçтерес тесе те полици ĕçченĕсем чылай вăй хураççĕ. Çакна валли ятарлă муниципаллă программăсемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Апла пулин те, палăртнă тапхăрта обществăлла вырăнсенче тунă 26 преступление шута илнĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 25/. Вĕсем хушшинче урамра тунисем нумай /96,1 процент/. Вĕсене пурне те уçса панă. Обществăлла вырăнсенчи йĕркене тивĕçтерес тĕллевпе Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пурĕ 44 видеокамера ĕçлет. Вĕсен кăтартăвĕсем тÿрех дежурнăй чаçе пыни лару-тăрăва сăнаса тăма май парать.
Административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсене илес пулсан, çакăн пеккисем январь — сентябрь уйăхĕсенче 2898 пулнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 3465/. Йĕркене пăсакансем çине пурĕ 309 пин те 620 тенкĕлĕх штраф хунă.
Алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, улшăнман. Пурĕ çакăн пек 61 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çав вăхăтрах Комсомольски районĕнче çакăн пек тĕслĕхсен шучĕ ÿсни палăрнă /пĕлтĕрхинчен 5 тĕслĕх нумайрах/. Çавăн пекех пирĕн район территорийĕнче маларах судпа айăпланнă çынсем тепĕр хут тунă преступленисен шучĕ те ÿснĕ /4,5 процент/.
Полици ĕçченĕсем çул çитменнисем хушшинчи преступноçа чакарас тесе те тимлеççĕ. Çавна май ку енĕпе лару-тăру лайăхланнă. Палăртнă тапхăрта Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче çул çитменнисем тунă 2 преступление çеç шута илнĕ /пĕлтĕр çакăн пек тĕслĕхсем 5 пулнă/. Çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмсенче пурĕ 27 ача профилактика учетĕнче тăрать /пĕлтĕр — 23/. Унсăр пуçне 39 ăнăçсăр çемьене сăнаса тăраççĕ. Вĕсенче пурĕ 82 ача çитĕнет.
Пĕтĕмлетсе каласан, полици уйрăмĕн ĕçченĕсем пур енĕпе те куллен тимлеççĕ, преступноç шайне чакарма, айăплисене тĕпчесе пĕлсе саккун тăрăх явап тыттарма тăрăшаççĕ. Вĕсем ирĕн-каçăн таврари лару-тăрăва сăнаса тăнă май эпир лăпкăн çывăрма пултаратпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *