Воскресенье, 5 мая

Кафесенче уяв ирттерме чарнă

Кафесенче уяв ирттерме чарнă

Çĕршывра коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăслансах пырать. Республикăра та чирлекенсен шучĕ кунран-кун ÿсет. Акă, октябрĕн 19-мĕшĕнче тата 49 çынна инфекци ернине палăртнă. Чирлекенсем нумайлансах пынине кура кафесемпе ресторансенче пуçтарăнса тĕрлĕ уявсем ирттерме вăхăтлăх чарнă.
«Эпир йышăнакан мерăсем коронавирус инфекцийĕ анлă сарăласран хÿтĕленес тĕллевлĕ. Обществăлла апатлану вырăнĕсен тата обществăлла транспортăн, вĕсемпе нумай çын усă курать пулсан та, ĕçлемеллех. Пирĕн вара вĕсемпе усă курнине хăрушлăхсăр тума тăрăшмалла»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, республикăра мартăн 18-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ пысăк хатĕрлĕх режимне пăрахăçламан-ха. Çавăнпа та профилактика мерисене çирĕп пăхăнмалла, магазинсенче тата обществăлла транспортра маска тăхăнмаллах, дезинфекци хатĕрĕсемпе тăтăш усă курмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *