Четверг, 25 апреля

Кăмăлтан хатĕрлесен апат тутлă пулать

Кăмăлтан хатĕрлесен апат тутлă пулать

«Тутлă апат кÿрекен савăнăçран пысăкрах киленÿ кÿрекен пĕр япала çеç пур — апат пĕçернинчен киленÿ илни», — тенĕ Гюнтер Грасс, паллă нимĕç писателĕ. Паян эпир хăйсен пурнăçне апат-çимĕç пĕçерессипе çыхăнтарнă, повар профессине суйласа илнĕ çынсене уяв ячĕпе саламлатпăр.
«Апат тутлă та техĕмлĕ пултăр тесен чуна парса пĕçермелле», — тет «Весна» ресторанта 16 çул поварта тăрăшакан Валентина Краснова. Ресторанта апатланакансем йышлă пулни, çынсем тĕрлĕ уява кунта ирттерме тăрăшни вăл янтăланă апат-çимĕç район çыннисен кăмăлне кайнине тÿрех çирĕплетет.
Валя Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, йышлă çемьере çитĕннĕ. Çамрăклах тăлăха юлнăскер, ялти шкула пĕтернĕ хыççăн часрах алла професси илме васканă, Кÿкеçри поварсен курсĕнче вĕреннĕ. 1984 çулхи сентябрь уйăхĕнче Комсомольскинчи райпо тытăмне ĕçе кĕнĕ. Унтанпа вăл повар калпакне хывман тесен те юрать. «Професси суйласси çине аннен йăмăкĕ те витĕм кÿчĕ. Таисия Максимовна поварта нумай çул ĕçленĕ, вăл питĕ тăрăшрĕ маншăн, повар ăсталăхне туллин алла илме пулăшрĕ. Пысăк тав ăна çавăншăн», — уçрĕ шухăшне Валентина Павловна.
Кашни апата пĕтĕм кăмăлтан янтăлать вăл. Çавăнпах ĕнтĕ вăл хатĕрленĕ апат-çимĕçсем чĕлхене çăтса ямалла тутлă пулса тухаççĕ. Уйрăмах солянкăпа пулă шÿрпи пĕçерме кăмăллать. Ресторана пыракансем çак яшкасене кашнинчех ырлаççĕ, тепрехинче те вĕсенех ыйтаççĕ. Çакă, паллах, повара чунтан савăнтарать, унăн ĕçне пысăк хак пани малашне те тăрăшса ĕçлеме хăпартлантарать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *