Четверг, 18 апреля

Унăн ĕçĕ пархатарлă

Унăн ĕçĕ пархатарлă

Нумай пулмасть çеç ешерекен хирсене пăхса савăнатчĕ вăл, кассăн-кассăн килсе вĕрекен çилпе хумханакан сарă тырă пуссине хăпартланса пăхатчĕ. Халĕ, акă, сăртран сăнать те, анасем саплăксем лартса тултарнă пиншака аса илтереççĕ. Хуп-хура çĕр çинче тĕл-тĕл çеç симĕс тĕссем палăраççĕ.

Кăçал «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ 300 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнăччĕ. Вĕсем аван шăтса тухнă. Унта пĕрре мар пулнă пулин те тепĕр хут çаврăнса килме шутларĕ агроном. Çитсен, ешерекен калчасене кăмăллăн пăхса тăчĕ вăл. Ăнăçлă хĕл каçсан çитес çул япăх мар тухăç пама шантараççĕ вĕсем. Геннадий Васильевич Кузьмин агрономăн ирсерен хирсене пăхса çаврăнасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Паян та вăл ирех хирте. Хăй ĕçлеме пуçланăранпа миçе хутчен унталла-кунталла хутламан-ши вăл, шутласа та пĕтереймĕн. Çĕр — хуçалăхăн тĕп шăнăрĕ-çке, тĕрекĕ, тăрантараканĕ. Унпа пĕлсе ĕçлемесен тухăç илеймĕн. Кăçал хуçалăх япăх мар тырпул, выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтернĕ. Выльăх валли 759 тонна утă, 1062 тонна сенаж, 1750 тонна силос хатĕрленĕ. Утă-улăма ĕçлекенсене валеçсе панă.
Агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçламасăр тухăç илеймĕн. Кашни ĕçе вăхăтра тума тăрăшмалла. Халĕ акă çĕртме тăвасси пырать. Аякра тракторсен хăватлă сассисем илтĕнеççĕ. Г.Кузьмин унта васкарĕ. А.Трофимов «Кировец», Г.Трофимов ХТЗ тракторсемпе ĕçлеççĕ. М.Тимергалеев дисклă сÿресемпе сÿрелесе пырать. Механизаторсен ĕçĕпе кăсăкланса паллашрĕ агроном. Çанталăк уяр тăнипе усă курса ытларах сухаласа хăварасшăн трактористсем. Автомашина малалла çул тытрĕ. Чÿречерен хирсем мĕлтлете-мĕлтлете иртрĕç. Кашни ана мĕнле пулнине, унăн вăйне, тухăçлăхне ăнланса çитнĕ ĕнтĕ вăл. Анчах та ĕмĕр пурăн ĕмĕр вĕрен тенине те пуçран кăларса пăрахмалла мар. Çĕртен илнипе çеç мар, ăна памалла та. Кăçал, акă, хуçалăх вăйĕпех тислĕк кăларчĕç. Кунта Г.Трофимов, Р.Гибатдинов, С.Наумов, Ф.Леонтьев, И.Низамутдинов, Ю.Григорьев, А.Николаев водительсемпе механизаторсем тăрăшса ĕçленипе кăмăллă Геннадий Васильевич.
Теприсем агрономăн хĕлле ĕç çук тесе шутлаççĕ. Çуркуннепе çулла, кĕркунне пекех хĕрÿ мар пулин те, сивĕ кунсенче те алă усса ларнипе май çук. Çулла — çуна, хĕлле — урапа хатĕр-ле тенĕ пек, пулас тухăçшăн хĕллех тăрăшмалла. Пучах хĕллех тулма пуçлать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Вăрлăха кирлĕ кондицие çитермелле, япăххине лайăхраххипе улăштармалла. Минераллă удобренисем хатĕрлес енĕпе те тимлемелле. Хирсен тытăмне, çĕр структурине тишкермелле. Çитес çул ăçта мĕнле культурăсем акасси пирки те шутламалла.
Ял ачи мĕн пĕчĕкренех çĕрпе тачă çыхăннă. Г.Кузьмин çулĕсенчисем пушшех те. 1980 çулсенче «Заветы Ильича» колхозăн пахча çимĕç бригади пурччĕ. Унта хăяр, помидор, купăста, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти çимĕçсем туса илетчĕç. Генăн амăшĕ, Серафима Аверкиевна унта ĕçленĕ май, çемьери 6 ачи те унта пĕрремĕш хут «ĕç урокĕ» ирттернĕ, «экзамен» панă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Амăшне пулăшса ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ. Гена асли пулнă май ун çине яваплăх ытларах та тиеннĕ. Çуркунне пуçланă та кĕркуннечченех ачасем унта тăрăшнă. Çимĕçсене çум курăкран тасатнă, шăрăх вăхăтра çырмаран шыв йăтса шăварнă. Тен, çав вăхăтра Г.Кузьмин хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарма шутланă пулĕ те. Çĕртен тухăç илес тесен пилĕк авса ĕçлени çеç çителĕксĕр, пĕлÿ те, ытти те кирлине ăнланнă.
Совет çарĕнчен таврăнсан каччă Вăрнарти совхоз-техникума агроном специальноçне вĕренме кĕрет. Икĕ çул ăс пухать вăл унта, преподавательсен сăмахĕсене ăша хывать. Практикăна тăван колхозри пахча çимĕç бригадинче ирттерет. Н.Г.Ефремов бригадир ăна сĕнÿсемпе, канашсемпе чылай пулăшса пырать.
Техникум пĕтернĕ хыççăн унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ йăлтах тăван колхозпа çыхăннă. 1984 çулта ăна пĕрремĕш бригадăна ертсе пыма шанаççĕ. Вăл çулсенче хирти ĕçсене паянхи пек йăлтах механизацилесе çитермен-ха. Алпа тумалли ĕçсем нумай. Утă тавăрмалла, тиемелле, улăма урана хывмалла — йăлтах тенĕ пекех алă вăйĕ-пе. Çĕр улми, выльăх кăшманĕ, кукуруза уйĕсене çум курăкран тасатма пайсем çине уйăрса лаптăксем параççĕ. Халăха ĕçлеттермелле, йĕркелесе пымалла. Ĕç вăйĕ кирлĕ. Çынсене ĕçе чĕнсе ял урамĕсем тăрăх мĕн чухлĕ хутламан-ши; Хире те ĕлкĕрмелле. Кашни ĕçлекенпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Ĕçĕ канăçсăр пулсан та пуç усман вăл, тăрăшнă.
2006 çулта ăна тĕп агроном пулма шанаççĕ. Унтанпа 15 çула яхăн иртрĕ. Çав вăхăтра тĕрлĕ çулсем пулнă. Çĕр ĕçĕ — хăйне евĕрлĕ вăл. Тепĕр чухне унпа тухăçлă ĕçлеме çанталăк условийĕсем те чылай чăрмав кÿреççĕ. Апла пулин те «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ çĕртен тухăç илес енĕпе районта çулсеренех лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Кунта, паллах, хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрлех агрономăн тÿпи те пур. Кăçал кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 27 центнер ытла туса илнĕ. Утăлăх культурăсем те начар мар тухăç панă. Нумай çул ÿсекен курăк вăррине хуçалăхра хăйсемех туса илеççĕ.
Геннадий Васильевич мăшăрĕпе Валентина Николаевнăпа 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсен çемйинче усрава илнĕ ача та ÿсет. Ăна вĕсем хăйсен ывăлĕ пекех юратса пăхаççĕ. Тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтереççĕ.
Çак кунсенче Г.В.Кузьмин 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пĕтĕм пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă, пирĕн сĕтелсем çинче çăкăр пултăр тесе тăрăшнă çын чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ. Апла пулсан ăна хăйĕн пархатарлă ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу сунар.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *