Коронавируспа чирлекенсем йышланма пултарассине шута илсе Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче хушма вырăнсем хатĕрлесе хунă. Пандеми вăхăтĕнче аптракансене сиплеме 524 вырăн пур. Унпа пĕрлех сыватмăша оборудованипе те пуянлатнă, кислород памалли 300 ытла хатĕр, ÿпкене вĕрттермелли 88 аппарат туяннă.
Аса илтеретпĕр, республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче пуш уйăхĕнчен пуçласа коронавируспа тата пневмонипе чирлекенсене çеç сиплеççĕ. Çур çулта кунта 6 пин ытла çынна пулăшу кÿнĕ.
Çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтеретпĕр. Çанталăк улшăннă вăхăтра шăнса пăсăлакансем те нумайланаççĕ. Вируссенчен сыхланма маска тăхăнни шанчăклăрах. Урамран кĕрсен алла супăньпе çумалла, дезинфекцилекен хутăшсемпе усă курмалла.
Республикăра коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма хĕрÿ лини иртет. «Вконтакте» сайтри «Чувашия без паники» ушкăнра онлайн-мелпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ыйтусене хуравлĕ. Ыйтусене тÿрĕ лини вăхăтĕнче çырса хăварма та май пулĕ. Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма хĕрÿ лини эрнекун, октябрĕн 16-мĕшĕнче, 12 сехетре пуçланать.