Çара кайма вăхăт

Кашни çулах кĕр çитсен ялсенче салтак юрри илтĕнме пуçлать, хулпуççисем урлă алшăлли çакнă яшсем тăван килпе çулталăклăха сывпуллашса салтак атти тăхăнаççĕ. Кăçал та çак кунсенче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Октябрĕн 13-мĕшĕнче призывниксен 5 çынран тăракан пĕрремĕш ушкăнĕ Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариатĕнче пуçтарăнса çула тухрĕ.

Кăçал коронавирус пандемине пула ятарлă хăрушсăрлăх мерисем йышăннă. Салтака каякансен COVID чирĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме пуринчен те ятарлă анализ илнĕ. Çар комиссариатне пыракан кашни каччăн ÿт температурине виçеççĕ. Призывниксене маскăсемпе тата перчеткесемпе тивĕçтереççĕ. Шупашкарти пуçтарăнмалли пункта çитсен яшсен тепĕр хут COVID анализĕ памалла пулать. Унăн кăтартăвĕсем 20 минутранах паллă пулаççĕ. Çапла вара сывă яшсем çеç салтак атти тăхăнаççĕ.
— Каччăсем салтака кайма хатĕр, çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. «Мана хăçан йыхравлатăр;» — текенсем те пур. Призыв пуçланчĕ, апла пулсан, çывăх вăхăтра повесткăсем ыттисем патне те килĕç. Пурне те ăнăçлăн служба вăхăтне ирттерме, район, республика чысне çÿлте тытма сунатăп, — терĕ çар комиссарĕ С.Ю.Данилов лару-тăрупа паллаштарнă май.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *