Апатланăва кирлĕ пек йĕркеленĕ-и?

Апатланăва кирлĕ пек йĕркеленĕ-и?

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасен апатланăвне кирлĕ пек йĕркелемен тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе район прокуратури «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Çавăн пекех вăл граждансене те çак ыйтусемпе йышăнать.
Енчен те вăл е ку вĕренÿ учрежденийĕнче вĕренекенсен апатланăвне кирлĕ пек йĕркелемен пулсан ачасен ашшĕ-амăшĕсем е урăх çынсем 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ?шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне/ район прокуратурине пыма е 8/83539/5-15-31 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ, prokur8@cap.ru адреспа электрон çыру та çырма пулать.
Район прокуратуринче кашни тĕслĕхе тĕрĕслĕç, кирлĕ пулсан ятарлă мерăсем йышăнĕç.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *