Çамрăк тракторист

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх? Хирте трактор-комбайн шавĕ илтĕнни, урамра ача-пăча выляса чупни. Çамрăк çемьесем яла пурăнма юлсан, ăшă йăва çавăрса тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсен, паллах, ял пурăнать. Юлашки çулсенче çамрăксем ытларах хулана туртăнни сисĕнет. Апла пулин те, ял пурнăçне чун-чĕререн юратакан, тăван яла нимĕнле хулапа та улăштарма килĕшмен çамрăксем пирĕн тăрăхра пур-ха.
Паян ман сăмахăм Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ çамрăк каччă, Сергей Ефремов çинчен. Вăл кÿршĕ ял хĕрĕпе Елена Гатинăпа çемье çавăрнă, çамрăксем ывăл çитĕнтереççĕ. Сергей, мĕн пĕчĕкренех техникăпа интересленнĕскер, тракторпа çÿреме кăмăллать, пур ĕçе те тума пĕлет. Ял халăхне çĕр лаптăкне сухалама, утă çулма, уй-хиртен пахча çимĕç, утă-улăм турттарма, çĕрулми лартма, кăларма тата ытти ĕçсене пурнăçлама пулăшма вăл яланах хатĕр. Хăйĕн техника хатĕрĕсене çамрăк тракторист яланах юсавлă тытать.
Тракторист профессийĕ Великобританире 19-мĕш ĕмĕр варринче пуçланса кайнă. Шăпах ку çĕршывра йывăр ал ĕçне çăмăллатма пĕрремĕш трактор шутласа тупнă. Çак професси ял хуçалăхĕнче анлăн сарăлса, аталанса пынă. Пĕлмен çынна тракторист ĕçĕ питĕ çăмăллăн курăнать. Анчах та çак ĕçĕн те кăткăслăхĕ пур. Хирсене пĕлсе сÿрелесен çеç пысăк тухăçлă тырпул туса илме пулать. Çĕр çинчи нÿрĕке вăхăтра тытса юлни, пысăк чăмаккасене вĕтетсе хăварни питĕ усăллă. Ÿсентăрансене вăхăтра çумласа хăварнă çĕрте те тракторист вăй хурать. Çумкурăксем тин шăтса тухнă калчасене пусса илесрен, вĕсен нÿрĕкне туртса илесрен те тăрăшать «хурçă ут» хуçи.
Сергейĕн ашшĕ, Владимир Ефремов, темиçе çул каяллах хресченпе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Ывăлĕ шкул саккинче ларнă чухнех хуçалăхра пулăшма тăрăшнă, тĕрлĕрен ял хуçалăх ĕçĕсене хăй тĕллĕн тума вĕренсе çитнĕ. Тракторист удостворенине алла илсен хирти ĕçсене ашшĕ вĕрентсе пынине шута илсе, çĕр ĕç технологине пăхăнса пурнăçлама тăрăшнă. Опыт пуçтарса пынă май çамрăк каччă хăй тĕллĕн те кашни ĕçе пурнăçлама вĕреннĕ.
Сергей пек ĕçчен те маттур çамрăксем ялта тĕпленни мана питĕ савăнтарать. Шăпах вĕсенче-çке ял пуласлăхĕ, унăн малашнехи аталанăвĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *