Понедельник, 22 апреля

Проектсем малашне те пурнăçланĕç

Проектсем малашне те пурнăçланĕç

Нумаях пулмасть Олег Николаев вырăнти пуçарусемпе пурнăçланакан проектсем тăрăх ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Пурĕ Чăваш Енре кăçал инициативлă бюджетировани программи тăрăх 849 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Çав шутра ача-пăча площадкисем, спорт площадкисем вырнаçтараççĕ, масарсен картисене тытаççĕ, çулсене юсаççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ тата ытти те.
«Енчен те çынсем ку ĕç кирлине палăртаççĕ пулсан, эпир вĕсене пулăшма яланах хатĕр. Кăçал пурнăçлама тăратнă кашни проектах укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Малашне те вырăнти инициативăсемпе пурнăçлакан проектсене валли укçа-тенкĕ уйăрăпăр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ лару-тăрупа паллашнă хыççăн.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *