Понедельник, 22 апреля

Маска тăхăнмаллах

Маска тăхăнмаллах

Раççейре те, республикăра та, районта та лару-тăру йывăрлансах пырать. Çанталăк сивĕтнĕ май ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышĕ те ÿснĕ.
Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 8954 çын инфекциленнĕ, вĕсенчен 7477 çын сывалнă. Районĕпе илес пулсассăн вара паянхи куна коронавирус чирĕпе 8 çын чирлĕ, çак чиртен 216 çын сывалма пултарнă. Çав вăхăтрах 4 çын каварлă чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă.
Çынсем чирлени кашнинех сисчĕвлентермелле, паллах. Çавна май вирус хăвăрт сарăлнă тапхăрта маска пире чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшĕ. Обществăлла вырăнсенче çÿренĕ чухне, суту-илÿ магазинĕсене кĕнĕ чухне маска тата перчетке тăхăнма манас марччĕ, профилактика мерисене пурнăçласчĕ. Çавăн пекех маскăна кашни 2-3 сехетре улăштарма та манмалла мар. Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене яланах упрасчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *