Суббота, Октябрь 31

Пурнăçне кĕнекесемпе çыхăнтарнă

Пурнăçне кĕнекесемпе çыхăнтарнă

Хальхи ачасем кĕнеке вуламаççĕ тенипе пĕрре те килĕшмест Комсомольски тĕп библиотекин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ Е.П.Прокопьева. Çамрăк вулакансемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май вĕсен шухăш-кăмăлне, мĕнпе интересленнине пĕлсе, курса тăраканскер, ачасен ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну тытсах тăрать. Чылай çемьере хăйсен тĕпренчĕкĕсене тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă çитĕнтерме тăрăшнине те пĕлет. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене компьютер умĕнче сахалтарах лартасшăн, смартфонсемпе те питех усă куртарасшăн мар ашшĕ-амăшĕсем ачисем мĕнле кĕнекесем вуланипе библиотекăна килсех кăсăкланаççĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче интереслĕ кĕнекесене черет тăрса вулани те ачасем пĕлÿ çăлкуçĕнчен ютшăнманнине çирĕплетет. Ÿсекен ăру чăннипех те кĕнекене çывăх пултăр тесен шкулпа библиотека çеç тăрăшни çителĕксĕр — ашшĕ-амăшĕн те çине тăмалла.
Библиотекăра пĕчĕккисем шăкăл-шăкăл калаçса кĕнекесем суйланине, илемлĕ ÿкерчĕксене тимлесе пăхнине курать те хăйĕн ачалăхне аса илет Елена Петровна. Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл шкул библиотекин яланхи вулаканĕ пулнă. Çĕнĕ кĕнекесем килсен çийĕнчех вуласа тухнă, татах та интереслисене ыйтнă. Ачасем халь вуламаççĕ тенĕрен, вăл вăхăтра та, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсем тата информаци паракан ытти хатĕр-хĕтĕрсем пулман чухне те, библиотекăран пĕр кĕнеке те илсе вуламаннисем те пулнă. Мĕн тăвăн, кашнин хăйĕн интересĕ. Вăл вăхăта та, пурнăç условийĕсене те пăхăнмасть. Чăннипех те кĕнеке юратакана нимĕнле вăхăт таппи те тытса чараймасть.
Пĕчĕкренех кĕнекесене юратнă хĕр 1982 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн нимĕн те иккĕленсе тăмасть, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытать. Библиотекарьсем хатĕрлекен уйрăмра вĕренме пуçлать. 1984 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ăна Комсомольскинчи тĕп библиотекăна ĕçлеме илеççĕ. Училищĕре илнĕ теори пĕлĕвне практикăра пурнăçлама аслă ĕçтешĕсем чылай пулăшу параççĕ çамрăка. Паянхи кун та Е.Прокопьева Г.Т.Тякановăна, С.П.Кисаповăна, В.Т.Яковлевăна, М.В.Мокеевăна ырăпа асăнать. Вĕсен сĕнĕвĕсем, канашĕсем çамрăк специалистшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Ачасемпе ĕçлес туртăм пысăк пулнине кура 1997 çулта ăна ача-пăча уйрăмне ертсе пыракан библиотекаре куçараççĕ. 2014 çулта Елена Петровнăна заведующий пулма çирĕплетеççĕ.
Ачасен хăйсен уйрăм, урăхларах тĕнче. Вĕсем патне хăйне евĕр туртăм кирлĕ. Пĕчĕккисем литература сă-нарĕсемпе çывăхланччăр тесен тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемелле, калаçусем ирттермелле. Хăй ĕçленĕ çулсенче мĕн чухлĕ пулман-ши вĕсем?! Кашнинех малтан тĕплĕн шутламалла, хатĕрленмелле. Юмах каçĕсенче е представленисенче ачасем чăннипех те сăнарсен ытамне лексе вĕсен пурнăçĕпе «пурăнма» пуçланине курсан чун-чĕре ырă туйăмсемпе тулать. Кунран пахи мĕн пур-ши ĕçченĕн;
Акцисене, вулав конференцийĕсене, викторинăсене ачасем хаваспа хутшăнни Елена Петровнăн ĕçĕ чăннипех те ачасемшĕн кирлине тепĕр хут çирĕплетет.
Библиотека системинче 36 çул ĕçлесе Е.Прокопьева пуян опыт пухнă. Унпа вăл пĕрле ĕçлекен И.В.Крыловăна та паллаштарать. Иккĕшĕ пĕрле вĕсем ачасем библиотекăн чи çывăх тусĕсем пулччăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кăçал коронавирус чирĕ сарăлас хăрушлăх пулнăран библиотекарьсен ытларах виртуаллă майпа ĕçлеме тивнĕ. Вĕсем онлайн мелпе Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă тата ытти темăллă кĕнеке выставкисем, презентацисем хатĕрленĕ тата тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Кăçал библиотекăра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Юлашки çулсенче сентресем çĕнĕ кĕнекесемпе те чылай пуянланнă.
Паянхи кун ача-пăча валли библиотекăра 12 пине яхăн вырăсла, чăвашла, тутарла литература пур. Вулавăш 25 тĕрлĕ пичет кăларăмĕ илсе тăрать. 2000 ытла вулакан шутланать. Кунта уйрăмах Комсомольскинчи 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем, район центрĕнчи ача сачĕ- сен воспитанникĕсем çÿреççĕ. Вĕсем ача-пăча библиотекинче ĕçлекен «Золотой ключик» кĕнеке театрне, «Мастерица» кружока хапăлласах çÿреççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен библиотека коллективĕ республика шайĕнче иртекен пур акцисене те, конкурссене те, ытти мероприятисене те хутшăнать. Унта лайăх енчен палăрнине Дипломсемпе Хисеп грамотисем туллин çирĕплетеççĕ. Е.Прокопьева хастар ĕçĕшĕн пĕрре çеç мар Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, район администрацийĕн Дипломĕсемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Нумаях пулмасть библиотекарь юбилей уявне паллă турĕ. Темиçе çул каялла пулсан ăна тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнĕ ятпа саламланă пулăттăмăр та, халĕ вара хăйĕн юратнă ĕçĕнче ÿсĕмлĕ тăрăшма вăй-хал, çирĕп сывлăх сунар. Малашне те ачасене кĕнекесемпе туслă пулма хавхалантарса, пулăшса пымалла пултăр.
Елена Петровна маттур ĕçчен. Унсăр пуçне вăл çемье вучахне упракан, ачин, мăнукĕсен телейĕшĕн чунне пама хатĕр ăшă кăмăллă анне, асанне. Вăл Виктор ывăлне ÿстерсе ура çине тăратнă. Ывăлĕ ЧПУра географи факультетне пĕтернĕ хыççăн çарта службăра тăнă. Ун хыççăн Çĕнĕ Уренгойра геодезист пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра хăйĕн çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленсе пурăнать, «Тус» АО строительство компанинче ĕçлет. Викторпа Лена мăшăрĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Юратнă амăшне хăйсен тимлĕхĕпе савăнтараççĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code