Вĕрентекен, яту сан сумлă

Кашни ачан пурнăçĕнче учитель пысăк вырăн йышăнать. Вăл шăпăрлана алăран çавăтса пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет, вулама-çырма вĕрентет, куллен ăс парса чуна çывăх професси суйласа илме пулăшать, анлă пурнăç çулĕ çине кăларать. Нумай çул иртсен те вĕрентекенсен сăнарĕсем пирĕн асра упранаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кашни çулах, урамра ылтăн кĕркунне хуçаланнă илемлĕ вăхăтра, эпир хамăрăн учительсене професси уявĕ ячĕпе саламлама васкатпăр. Çак кунсенче эпир районти культура çуртĕнче пуçтарăнса чи маттур, чи пултаруллă, профессире çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан учительсене савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр.
Уява уçса район пуçлăхĕ Ремис Мансуров тата «Единая Россия» партин Комсомольскинчи уйрăмĕн секретарĕ Александр Осипов залра ларакансене çак чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Вĕсем пултаруллă педагогсене «Раççей Федерацийĕн воспитани тата вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăларĕç. Çак хисепе Р.Н.Алексеева /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/, В.А.Герасимова /Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачĕ/, Н.Г.Ильин /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, Ю.А.Максимов /Нĕркеç вăтам шкулĕ/, Л.А.Наумова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, Г.М.Салеева /Чĕчкен тĕп шкулĕ/, И.А.Соловьева /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Н.Г.Тукаев /Урмаел вăтам шкулĕ/ тивĕçрĕç.
Н.В.Жуковăна, М.М.Абдулхаковăна, А.А.Жуковăна /Комсомольскинчи «Колосок» ача сачĕ/, Л.А.Ермулкинана, В.В.Петровăна /Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачĕ/, Г.Ф.Гибатдиновăна, А.А.Афки /Комсомольскинчи «Радуга» ача сачĕ/, Г.З.Минегалиевăна, А.Р.Садртдиновăна /«Лейсан» ача сачĕ/, М.С. Садыковăна /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Т.Н.Ишуткинана /Шурут вăтам шкулĕ/, В.И.Яковлевăна /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, О.А.Кирилловăна /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, М.М.Григорьевăна /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн Тав хучĕпе чысларĕç.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине Н.Н.Ахметзянова /Урмаел вăтам шкулĕ/, Е.Н.Векова /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Е.И.Димитриева /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, Н.З.Камальдинова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Н.К.Кашина /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/, М.А.Кириллова /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/, А.А.Кольцова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, О.Ю.Курицына /Чĕчкен тĕп шкулĕ/, С.Н.Мунтайкина /Шурут вăтам шкулĕ/, Л.Б.Шорникова /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/ тивĕçрĕç.
Кашни çулах районти чи лайăх педагогсене палăртас тĕллевпе ятарлă конкурс ирттереççĕ. Унта мала тухакансене укçан преми парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак чыса М.Н.Вороновăпа Н.И.Плеткина /Нĕркеç вăтам шкулĕ/, Л.А.Катмакова /Асанкасси вăтам шкулĕ/, Т.Р.Мухаметшина /Чĕчкен тĕп шкулĕ/, А.А.Тихонов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ тивĕçрĕç.
Çавăн пекех Ф.Х.Камалтдинова /Урмаел вăтам шкулĕ/, А.И.Филиппова /Асанкасси вăтам шкулĕ/, педагогика ĕçĕн ветеранне Е.С.Дьяконовăна тата «Единая Россия» партин Комсомольскинчи вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарьне Л.М.Макаровăна «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвне парса чысларĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев тата РФ халăх вĕренĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Николай Белков та сцена çине тухса педагогсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Вĕсем «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ» тата «Самый классный классный» конкурссене хутшăнса мала тухнисене хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче призерсен тата çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ ачасене хатĕрленĕ учительсене укçан хавхалантарчĕç.
Уявра профсоюз ĕçне хастар хутшăнакансене те манса хăвармарĕç, «Чăваш Ен профсоюзĕсене 100 çул» медальпе А.А.Можаева /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Ф.А.Матросовăна /«Ачасен хушма вĕренÿ центрĕ»/, Т.М.Васильевăна /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, Т.А.Поляковăна /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/, И.П.Кирилловăна /Нĕркеç вăтам шкулĕ/ тата Л.Г.Пурлушкинана /Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачĕ/ чысларĕç.
Çак кун педагогсем ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ, çепĕç юрăсем кашнин чунне витерчĕç, чĕрене сăрхăнса кĕрсе ырă кăмăл-туйăм çуратрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *