Нумаях пулмасть районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, «Труд» ЯХПК председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Василий Петрович Николаев сумлă юбилейне уявларĕ. Савăнăçлă уяв тепĕр самантпа та асра юлчĕ: хисеплĕ ĕçчене «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕç. Паян Василий Петрович — пирĕн хаçатăн хăни.
— Василий Петрович, чи малтанах Сире юбилей ячĕпе саламлатăп. Пурнăç урапи кăлтăртатса пынă май, акă, çичĕ теçетке çула та хыçа хăвартăр. Çак хушăра Эсир хăвăрăн ырми-канми ĕçĕрпе, хуçалăха ăнăçлăн ертсе пыма пултарнипе ял çыннисем хушшинче çеç мар, районта та, республикăра та хисепе тивĕçрĕр. Хăвăрăн ĕç биографийĕпе кăштах паллаштарăр-ха.
— Тавах. Шкул пĕтернĕ хыççăн эпĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕрентĕм, унтан пĕр хушă Пермь облаçĕнче лесничире ĕçлерĕм. Салтака кайса килнĕ хыççăн Канаш районĕнчи Сиккассинче лесничире вăй хутăм. Унтан мана Комсомольскинчи парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ хамăр района ĕçлеме йыхравларĕ. Çапла эпĕ тăван «Заветы Ильича» колхозра председатель çумĕ пулса ĕçлеме пикентĕм. Тĕрлĕ çулсенче эпĕ председателĕн хуçалăх енĕпе, ĕç сыхлавĕ енĕпе тăрăшакан çумĕнче, партком секретарĕнче вăй хутăм. Чĕчкен ял тăрăхĕн депутачĕ, унтан район канашĕн депутачĕ пултăм. 1988 — 2012 çулсенче «Труд» ЯХПКра /«Заветы Ильича» колхозра/ председательте ĕçлерĕм. Халĕ вара районти АПК ветеранĕсен союзне ертсе пыратăп.
— 24 çул хуçалăха ертсе пынă хушăра, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ял тăрăхĕнче чылай курăмлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Хыçалалла çаврăнса пăхса тунă мĕнле ĕçшĕн уйрăмах савăнатăр, мăнаçланатăр халĕ?
— Эпĕ ертсе пынă çулсенче пирĕн хуçалăх лайăх аталанса пычĕ тесех калас килет. Ытти колхозсем саланнă вăхăтра та эпир хамăрăн хуçалăха сыхласа хăварма пултартăмăр, районти чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсен шутĕнче пултăмăр. Ферма территорийĕнче нумай çĕнĕ объект хăпартрăмăр, фермăпа йĕтем таврашĕнчи, техника паркĕнчи çулсене асфальт сартăмăр. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне яла социаллă-культурăлла аталантарас тĕллевпе те чылай ĕç турăмăр: çĕнĕ клуб, шкулсем, чиркÿ, мечеть хăпартрăмăр. Уйрăмах аса илме кăмăллă самант: Чĕчкенпе Аслă Чурачăк ялĕсене районта чи малтан «сенкер çулăм» кĕртрĕмĕр. Пирĕн хуçалăха час-часах районтан, республикăран ĕçлĕ делегацисем килетчĕç, пирĕн ĕçе пысăк хак паратчĕç.
— Çак ĕçсене пĕччен-иккĕн çеç тума çук, паллах. Ăçтан вăй çитернĕ-ха Эсир пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме?
— Халăх сурать — кÿлĕ пулать, пĕччен сурать — типсех пырать, теççĕ. Пирĕн хуçалăхра чăвашсем те, тутарсем те йышлă. Пурте килĕш- терсе вăй хуни, ÿркенсе тăманни пире çитĕнÿ-сем тума яланах пулăшса пынă. Акă, сăмахран, çĕрулми кăларнă çĕре колхозран 300-350 çын тухатчĕ. Çумăра кайсан вара шкулсенчен пулăшу ыйтаттăмăр. Кун пек чухне 900 çын хире тухни те пулнă. Механизаторсем яланах питĕ тăрăшса ĕçленĕ, ирех тухса мĕн каçченех хирте тăрмашатчĕç. Ман умĕн председательте ĕçленĕ И.И. Чернов колхозшăн нумай туса хăварнă. Эпĕ унăн ĕçне малалла тăсрăм. Чылай ыйтăва эпĕ Иван Иосифовичпа сÿтсе явнă, питĕ хисеплетĕп ăна, халĕ те ырăпа çеç аса илетĕп. Вăл мана хăйĕн ачи пекех йышăнса яланах пулăшма тăрăшатчĕ.
— Паянхи ертÿçĕсене Эсир мĕн суннă пулăттăр?
— «Труд» ЯХПКна эпĕ çирĕп алăсене парса хăвартăм: Р.М.Шарафутдинов пирĕн ĕçе тивĕçлĕн тăсать тесе шутлатăп. Кашни самана хăйне евĕр, вăхăт таппинчен юлас мар тесен çĕнĕлле ĕçлеме вĕренме тивет. Çапах ветеран-ертÿçĕсен опычĕ çинчен те манмалла мар, ăна тишкерсе кашниех хăйне валли пĕтĕмлетÿ-сем тусан, вĕсемпе практикăра усă курсан аван пулмалла.
— Тавтапуç калаçушăн.
Н.КАЛАШНИКОВА.
Сăнÿкерчĕкре: В.П.Николаев юбилее пынă хăнасемпе.