Воскресенье, 5 мая

Мошенникăн чĕре вырăнне чул катăкĕ

Мошенникăн чĕре вырăнне чул катăкĕ

2020 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче 9.00 — 10.15 сехетсенче мошенник, ют пурлăхпа саккуна хирĕçле хуçаланас шухăшпа, банкăн хăрушсăрлăх ĕçченĕн ячĕпе пытанса, карас телефонпа шăнкăравласа Н. гражданкăна унăн ячĕпе банк сотрудникĕсем 300000 тенкĕлĕх кредит уçнă тесе улталанă.
Хăранипе çухалса кайнă Н. гражданка кредита хăвăртрах тÿлесе татас тĕллевпе банкомат урлă усал шухăшлă çын каланă абонент номерĕ çине 300000 тенкĕ куçарса панă. Вĕсенчен 260000 тенкине вăл банкран 2020 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи кредит килĕшĕвĕпе илнĕ, 40000 тенки хăй перекетленĕ укçа пулнă. Мошенникăн усал ĕçĕ ăннă. Вăл Н. гражданкăн укçи-тенкине пĕр намăсланмасăр хăйĕн кĕсйине чикнĕ.
Паянхи кун полици ĕçченĕсем çак мошенника шыраççĕ.
Асăрхаттаратпăр! Сыхă пулăр, мошенниксем суйса ÿкĕтленине шухăшламасăр тÿрех чăна ан хурăр!
М.ЕВДОКИМОВА,
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн аслă следователĕ, юстици майорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *