Тăван тавралăх илемлĕ те хăтлă пулсассăн епле аван. Уçăлса çÿреме те, вăрмана кăмпана, çырлана, юханшыв хĕррине пулла кайма та кăмăллăрах. Çапла вĕт; Чылай чухне кирлĕ-кирлĕ мар пăрахнине асăрхатăн та еплерех кăмăл хуçăлать. Çÿп-çап урамра та, çырансем хĕрринче те, вăрманта та чылай. Ăçта кăна ывăтмаççĕ-ши ăна? Пăрахакансем нумай, пуçтаракан вара сахал. Мĕншĕн-ши çын тав тери çутçанталăка варалама пуçларĕ? Кун пирки мĕн чухлĕ калаçаççĕ, çыраççĕ… Усси çавах сахал. Хăшĕсем çеç кирлĕ мар çÿп-çапа пуçтарма ÿркенмеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсенех илер. Маттурскерсем çак кунсенче 120 килограмм ытла кирлĕ мар япала пухнă. Экоушкăн членĕсем йăмăкĕсемпе, аппăшĕсемпе, шăллĕсемпе пĕрле хăйсем пурăнакан урама тирпейлĕх кÿнĕ. Вутланта пурăнакан Настя Сергеева 2 михĕ ытла çÿп-çап пухнă, Лиза Наумова, Нарспи Борисова, Олеся Павлова, Снежана Петрова кас ачисене ĕçе явăçтарнă. Ваньăпа Катя Филипповсем çыран хĕррисенче, уйра выртакан ăпăр-тапăрсене пуçтарма вăй çитернĕ. 6-мĕш класра пĕлÿ пухакансем те ĕçрен айккинче юлман, вĕсем шкул çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Тукай ялĕнче пурăнакан Матросовсем 30 ытла килограмм ăпăр-тапăр пуçтарнă. Тĕлĕнмелле маттур вĕренекенсем! Пурте çакăн пек тăрăшсассăн, пирĕн тавралăх татах та илемленĕ! Пурте пĕрле пуçтарăнса, урама тухса, юханшывсен хĕррисенчи çÿп-çапа пуçтарсассăн çуралнă кĕтес татах та хăтлăланĕ.